«Леш тĕнчене мана ангел туса ăсатăр» тенĕ сăмахсем ман пуçран пачах та тухмаççĕ.
Октябрĕн 2-мĕшĕнче Шупуç ялĕнчи Надежда Николаевна Степановăна юлашки çула ăсатрăмăр. Çакă пирĕншĕн пысăк çухату пулчĕ. Ăсату питĕ хурлăхлă, чуна тивмелле иртрĕ: халăхĕ питĕ йышлă, хĕрлĕ чечексем, чуна тивмелле сăмахсем...
Салтак амăшĕ йывăр чирпе питĕ хытă кĕрешрĕ. «Ах, хăçан вăрçи чарăнĕ-ши? Вăрçи чарăнсанах Валера киле килетчĕ, пĕрле пурăнаттăмăрччĕ», – тетчĕ пĕрмай. Эп чирлетĕп, нумай пурăнаймастăп тесе каланине унтан пачах та илтмен. Чир пирки калаçсан та, «Пурăнатпăр, манăн пурăнмалла. Çĕнтерĕве кĕтсе илмелле, ывăл чĕрĕ-сывă таврăнасса кĕтмелле», – тетчĕ вăл.
Ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах 2022 çулта унăн ывăлне Валерăна повестка пачĕç. Кирек епле амăшне те ывăлне килтен çапла кăларса яма питĕ йывăр. Кам çавăн пеккине курнă – ăнланать, курманни вара вăрçă хуйхине чухламасть те.
Валера килтен тухса кайсан тепĕр икĕ çултан Надежда Николаевнăна тепĕр пысăк хуйхă килсе çапрĕ. Чул хула облаçĕнчи çул çинче унăн хĕрĕ тата мăнукĕ аварире вилчĕç. Сăмахпа каласа ăнлантарма çук пысăк хуйхă унăн чун-чĕрине, сывлăхне палăрмаллах хавшатрĕ. Хуйхă çине хуйхă пулнăран вара чир аталанса, вăй илсе пычĕ.
Пĕррехинче вăл çул айккинчи автобус чарăнăвĕнче çĕр çине кукленсе ларнă. Эпĕ унпа сăмах хушрăм, ăçта кайнине ыйтрăм. «Шетмĕпуçĕнчи врач амбулаторине каятăп, укола çÿретĕп. Мана Муркаша кайма меллĕрехчĕ-ха, пире Шетмĕпуçне çирĕплетнĕ те унтах каймалла. Çул хĕрринчен вара амбулаторине самай утмалла, çăмăл мар, вăйĕ çук. Пурăнас килсен чăтас пулать, тухтăрсем каланине итлемелле», – терĕ вăл.
Пире, çывăх çыннисене, юлташĕсене, хăйĕн чăтăмлăхĕпе, хăйне çапла çирĕп тытма тăрăшнипе тĕлĕнтеретчĕ Надежда Николаевна. Темĕнле йывăр пулсан та хăйне йывăр пулнине çынна кăтартмарĕ, тÿсрĕ, пуçне усмарĕ. Пурнăçа вăл çав тери юрататчĕ, çынна сивĕ сăмах каламастчĕ, юлташĕсем вара унăн нумайччĕ, хăй тăрăшуллăччĕ, тирпейлĕччĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл Очăкасси шкулĕнче поварта ĕçлерĕ.
Январь уйăхĕнче вăл 60 çул тултарчĕ. Ун чухне Валера та отпуска килнĕччĕ. Ачисем ăна юбилей каçĕ туса пачĕç. Пилĕк ача çуратса ÿстерчĕ вăл. Маларах асăнтăм ĕнтĕ, пĕр хĕрĕн кун-çулĕ синкерлĕ пулчĕ.
Пирĕн Надежда сентябрĕн 29-мĕшĕнче хулара куç хупнă. «Ачасем, эп вилсен, мана леш тĕнчене ангел туса ярăр, шурă тум тăхăнтартăр», – çапла тума ыйтнă вăл виличчен виçĕ хĕрне. Амăшĕ ыйтнине ачисем пурнăçларĕç. Йăлтах шап-шурă: тумĕ те, атлас çивиттийĕ те, тупăк ăшĕ те. Ăна çавăн пек хуйхă-суйхă çапса хуçман пулсан татах пурăнатчĕ пулĕ, анчах та нимĕн те тăваймăн çав.
Сывпуллашу митингне Çатракасси территори пайĕн пуçлăхĕ Надежда Никитина йĕркелерĕ. Митингра ун пирки лайăх сăмах калакан чылай пулчĕ. Надежда Николаевнăн çутă сăнарĕпе ырă ĕçĕ пирĕн чĕрере ĕмĕрлĕхе пулĕ.
Людмила ИВАНОВА, салтак амăшĕ.
Çĕньял Очăкасси ялĕ.
Октябрь 2026 |
