Ырă ят хăварчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 22.10.2026, 08:30 Просмотров: 7

Математика пур наука патши тенине пурте илтнĕ пулĕ-ха. Мĕншĕн çапла калаççĕ-ха? Хăш-пĕр наукăна илсе пăхар-ха. Сăмахран, физика çут çанталăкра пулса иртекен пулăмсене, вĕсен саккунĕсене тĕпчет. Математика вара шутлавпа çыхăннă.

Паянхи кун микро- тата макрофизика тĕнче шайне тухнă май, математика çеç ăна малал­ла тулли аталану пама пултарать. Хими пред­метне илсен те унти улшăнусем реагентсен çыхăнăвĕпе, ăшă панипе, урăхла каласан, математика терминĕсемпе çыхăнура тăраççĕ. Биологи те математикăсăр аталанма пултарай­масть, клеткăри генсен шучĕ, вĕсен аталанăвĕ пĕтĕмпех математикăпа çыхăннă. Гуманитари наукисене илсе пăхар-ха тата. Литературăри сăвăсен ритмĕ те, музыкăри нотăсем те мате­матикăна пăхăнса тăраççĕ. Апла пулсан ма­тематика чăннипех те пур наука патши пулса тăнипе çырлахмах тивет.

«Математикăна кирек камăн та лайăх пĕл­мелле. Вăл пурнăçра кашни кун кирлĕ: лавк­кана кайсан та, автобуса ларнă е апат-çимĕç пĕçернĕ чух та вăл ялан пуçра пулмалла. Унсăр самолет та сывлăша хăпараймасть, космос карапĕ те тĕнче уçлăхне тухаймасть», – хăй предметне юратса вĕрентетчĕ Москакас­си шкулĕнче Николай Вазиков. Эпир унпа пĕр кабинетра, пĕр сĕтел хушшине ларса ĕçлет­тĕмĕр. Хитре сăн-пуҫлă арҫынран тĕслĕх ил­мелли, вĕренмелли нумайччĕ.

Вичкĕн куçлă, йăрăс пÿллĕ, ялан тирпей­лĕ çÿрекен учителе ачасем те хисеплетчĕç. Çавăнпах вĕсем урок пуçланиччен доскана ялан тасатса хуратчĕç. Хăй тирпейлĕ пулнăран ачасенчен те çавнах ыйтатчĕ вăл. Вĕренекен­сен тетрадь кĕтессисем «кăтраланса» тăрсан, вăл ачасене час-часах виçеллĕ намăслантар­ни те пулатчĕ.

Вĕрентекен пурнăçĕ те ыттисенчен уйрăлса тăмасть. Чирлесен е ытти сăлтавпа шкула пы­райман учитель урок ирттереймен вăхăтра Ни­колай Николаевич çăлăнăç уççиччĕ: вăл хăйĕн класĕнче вĕренекенсене математикăпа ĕç хушса юнашар класрисене вĕрентме каятчĕ. Ачасем вĕсене «пушă» урок» тетчĕç. Вĕрен­текенсĕр юлнă çак урокра ĕçлемесĕр ларнă ачасен вăхăт иртсен пичĕ хĕрелетчĕ вара. Николай Вазиков хăйĕн предметне питĕ çирĕп ыйтнипе палăратчĕ. «Пиллĕк паллă илес тесен сирĕн ман чухлĕ пĕлмелле», – тетчĕ вăл тăрă­шуллă пулма ыйтса.

Ачасене тăрăшуллă вĕрентекен ирттерекен геометри урокĕсем ытларах килĕшетчĕç. Вĕре­некенсем теоремăсен доказательствисене до­ска çине çырса пăхмасăр каласа паратчĕç. Кам хăçан тухса калассипе те ачасем хăйсем черет йышăнатчĕç. Теоремăсене пăхмасăр вĕреннĕ май задачăсене вĕсем хăй тĕллĕн тенĕ пек шутласа паратчĕç. «Геометрине лайăх пĕл­сен, вăл интереслĕ те çăмăл предмет», – тетчĕ вĕрентекен хăйĕн предметне юратакансене.

Пурнăçра мана нумай шкулта ĕçлеме, ма­тематика вĕрентекенсемпе тĕл пулма тиврĕ. Вĕсене нихăшне те хурлас теместĕп. Кашни учителĕн хăйĕн тавракурăмĕ, методики, анчах Николай Николаевич пек пĕлĕве ачана парас­сишĕн тăрăшакан математика учительне хам пурнăçра тĕл пулман.

Шкулта илнĕ пĕлÿ пурнăç çулне уçса пани­пе унăн чылай вĕренекенĕ килĕшет тесе шут­латăп. Çакна шута илсе пулĕ шкултан вĕрен­се тухнă хыççăн училищĕре, университетра вĕреннĕ чух та, ялта е çул çинче тĕл пулсан та, вĕрентекен яланах математикăпа ĕçсем епле пынипе чарăнса тăрсах кăсăкланатчĕ.

Николай Вазиков Мăн Сĕнтĕр районĕн­чи Ҫармăçкасси ялĕнче 1937 çулхи мартăн 17-мĕшĕнче çуралнă. Вĕсен ăраттинче аслă пĕлÿллĕ, чăваш чĕлхипе литературинче тарăн йĕр хăварнă çынсем чылай. Пирĕн ентеш 1946 çулта Кăпасри сакăр çул вĕренмелли шкулăн пĕрремĕш класне ура ярса пусать. 1953 – 1957 çулсенче Урпаш шкулĕнче ăс пухать.

Шкултан лайăх паллăсемпе вӗренсе тух­сан 1960 çулта Томск университетĕнчи ме­ханикăпа математика факультетне вĕренме кĕрет. 1962 çулта Барнаулти педагогика ин­ститутне куçать. Институт хыççăн вăл тĕр­лĕ шкулта ачасене математика, геометри вĕрентет, директорăн вĕренÿ пайĕн çумĕ пулса ĕçлет. Кĕçĕн классене вĕрентекен Ни­на Васильевнăпа пĕрлешсен çамрăк мăшăр Москакассине куçса килет. Пирĕн шкула Ни­колай Николаевич 1968 çулта директор тата математика учителĕ пулса ĕçлеме вырнаçнă. Мĕн çут тĕнчерен уйрăличченех вăл асăннă шкулта математика учителĕ пулса тăрăшрĕ, хăйĕн хыççăн ырă ят кăна хăварчĕ.

– Николай Николаевич хăйĕнчен те, пĕрле ĕçлекенсенчен те, хăйĕн вĕренекенĕсенчен те яланах çирĕп ыйтнă. Шкула вăл пуринчен ма­ларах çитетчĕ, урока тĕплĕн хатĕрленсе ача­сене кĕтсе илетчĕ. Килне вара пуринчен кая юлса таврăнатчĕ. Питĕ тĕплĕ, яваплăха туя­кан, ĕçе чунĕпе парăннă ырă кăмăллă та çирĕп çынччĕ вăл. Ачасене лайăх вĕрентнĕшĕн ăна чунтан тав тăватпăр, – теççĕ паян ун пирки вăл вĕрентнĕ ачасен ашшĕ-амăшĕсем.

Алина ПАРАНДЕЕВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1