2026 ҫулхи январь – сентябрь уйӑхӗсенче республикӑри хуҫалӑхсем (килти хушма тата фермер хуҫалӑхӗсене те кӗртнӗ) пӗтӗмӗшле 393 пин тонна сӗт туса илнӗ.
Пысӑк тата вӑтам ял хуҫалӑх предприятийӗсем 192 пин тонна сӗт туса илнӗ, ку пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 3,7 процент нумайрах.
Пӗтӗмӗшле 33,3 пин тонна сӗт суса «ЧебоМилк» ООО малта пырать, ун хыҫҫӑн – «Куснар» агрофирма» АО (15,1 пин тонна), «Чурачикское» АО (11,6 пин тонна) тата «Вӑрнар аш-какай комбиначӗ» АО (10,6 пин тонна). Ҫак хуҫалӑхсенче пӗр ӗнерен вӑтам сӑвӑм 6495 кг пулнӑ.
Октябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗне шучӗ 1,9 процент ӳссе 30,3 пин пуҫа ҫитнӗ.
Октябрь 2026 |
