Салтаксене çара ăсатас тапхăр пырать. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене такăр çул тата ăнăçу сунатпăр.
Октябрĕн 12-мĕшĕнче Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариатĕнчен пĕрремĕш парти – тăхăр салтак – вăрăм çула тухрĕ.
Тăхăр çынран виççĕшĕ – Элĕк округĕнчен, ыттисем – Муркаш округĕнчен. Вĕсене чи малтанах çар вĕренĕвĕн чаçне илсе каяççĕ, çар ĕçĕнче кирлĕ малтанхи пĕлĕве хăнăхтараççĕ. Тăхăр салтак типĕ çĕр çар пайне каять.
Октябрĕн 20-мĕшĕнче вунă салтака çара ăстарĕç. Çиччĕшĕ – Муркаш тăрăхĕнчен, виççĕшĕ – Элĕк округĕнчен. Вĕсене пурлăхпа, техникăпа тивĕçтерессин пайне илсе каяççĕ.
Октябрĕн 26-мĕшĕнче çар комиссариачĕ урлă ДОСААФра вĕренсе «С» категори илнĕ виçĕ водитель çар ретне тăрать. Вĕсем пурте Муркаш тăрăхĕнчен.
Роза ИЛЛАРИОНОВА
Октябрь 2026 |
