Çуллахи çурт пирки те йĕрке пур

Категория: Общество Опубликовано: 22.10.2026, 08:34 Просмотров: 8

Пирĕн харпăрлăхра пурăнмалли мар çурт (çуллахи пÿрт) пур. Лайăх усă куратпăр эпир унпа, уйрăмах от­пуск вăхăтĕнче е канмалли кунсенче. Территори пайĕн­чен çак çурта та учета тăратмалла текен хыпар çитрĕ. Тĕрĕсех-и вăл? Ăна пурнăçлама çурт хуçин ăçта каймал­ла, мĕнле документсем хатĕрлемелле?

Тамара АЛЕКСЕЕВА.

Шетмĕпуç территори пайĕ.

Хаçат вулаканăн ыйтăвне Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленине çитертĕмĕр. Пурăнмалли мар куçман пурлăха регистра­цилесси пайăн пуçлăхĕ Ольга ИЕРОНОВА пире çакăн пек хурав пачĕ:

– Граждансен харпăрлăхĕнчи пурăнмалли мар çурта (çуллахи пÿрте) ре­гистрацилесси пирки ыйту тухса тăрсан, малтанах вăл чăнах куçман пурлăх объекчĕ пулнипе пулманнине шута илмелле. Енчен те вăл уйрăм крите­рисене тивĕçтермест пулсан, кун пек çурт-йĕре кадастр учетне тăратса ун тĕлĕшпе харпăрлăх правине регистрацилеме те кирлĕ мар.

Çурт-йĕре регистрацилемелли тĕп кăтарту вăл – асăннă çурт çĕрпе тачă çыхăнура пулни. Тепĕр майлă каласан, никĕс çине вырнаçтарни. Пÿрт вăл – стационарлă строительство объекчĕ. Ăна вырăнтан вырăна пысăк тăкак­сăр куçарма май çук. Ахальлĕн вăл хăйĕн тытăмне çухатма тата ишĕлме пултарать. Тĕслĕхрен, капиталлă çурт-йĕре вырăнтан вырăна çăмăллăнах куçараймастăн, çав вăхăтрах бытовкăна е контейнера час-часах çĕнĕ вырă­на куçарса лартма пулать.

Палăртмалла, енчен те çуллахи пÿрт хăйĕн тĕллевĕпе куçман пурлăх пĕл­терĕшлĕ пулсан, ăна кая юлмасăр Росреестрта регистрацилемелле. Кунпа пĕрлех çуллахи пÿрт мĕнле çĕр участокĕ çинче пулнине те шута илмелле.

Енчен те çуллахи пÿрт килти хушма хуçалăха аталантарма, индивидуал­лă çурт-йĕр çавăрма, сад ĕрчетме ирĕк панă çĕр çинче вырнаçнă пулсан, ăна шута илессине тата регистрацилессине çуртăн техника планĕпе тата çĕрпе усă курма ирĕк панă документпа пурнăçлама пулать.

Техника планне хатĕрлеме кадастр инженерĕпе çыхăнмалла. Кун хыççăн кирлĕ документсене нумай функциллĕ центрсен (МФЦ) офисĕсем урлă Ро­среестра тăратмалла.

Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕ çапла асăрхаттарать: ЕГРНра куçман пурлăх кăтартăвĕсем пурри тата унăн хуçи пирки пĕлтер­ни пулсан, асăннă куçман пурлăх уйрăм çыннăн е юридици пĕлтерĕшлĕ организацин пулнине çирĕплетет. Регистраци ĕçне туса ирттернĕ хыççăн çеç объекта сутма, парнелеме, халаллама, арендăна пама, салук вырăн­не усă курма юрать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1