Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн республикăри 8,9 пин медицина ĕçченĕ Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енти уйрăмĕ урлă ятарлă тÿлеве тивĕçрĕ. Кун пек пулăшăва сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенинче ĕçлекенсене, районти тĕп больницăра, участокри больницăсенче тата васкавлă пулăшу уйрăмĕсенче тăрăшакансене параççĕ. Кăçал çакăн пек тÿлев валли 1438,1 млн тенкĕ уйăрнă. Тÿлев калăпăшне ĕç кăтартăвне тата миçе сехет ĕçленине пĕрле хушса тĕпе хурса тÿлеççĕ.
Пулăшăва обязательнăй медицина страхованийĕн программине хутшăнакан тата патшалăх, муниципалитет сывлăх сыхлав системине кĕрекен врачсене тата вăтам медицина персоналĕсене параççĕ. Тÿлев калăпăшĕ – 4,5 пин тенкĕрен пуçласа 50 пин тенкĕ таранччен. Мĕн чухлĕ тÿлесси медицина организацийĕнчен, специалист категорийĕнчен тата мĕнле яллă вырăнта ĕçленинчен килет.
Чи пысăк тÿлев виçи – 50 пин тенкĕ – 50 пинрен пысăк мар яллă вырăнта ĕçлекен врачсем валли. Фельдшерсемпе медсестрасене, акушерсене 30 пин тенкĕ тÿлеççĕ.
Патшалăх пулăшăвне заявлени çырмасăрах медицина организацийĕсен электронлă сведенийĕсене тĕпе хурса параççĕ. Укçана сведени илнĕ хыççăн 7 ĕç кунĕнче çирĕплетеççĕ.
Октябрь 2026 |
