Муркаш округĕнчи чи аслă çулхи шкулсенчен пĕри – Оринин шкулĕ – сумлă 165 çул тултарчĕ. Шкул лайăх йăла-йĕркене упраса тата шкул малашлăхне çĕнĕ варкăш кĕртсе пырать. Общество аталанăвĕн кашни тапхăрĕ Оринин тăрăхĕн историйĕнче, кунти халăхăн пурнăçĕнче, йăли-йĕркинче тарăн йĕр хăварнă. Орининта 1743 çулта чиркÿ туса лартнă. Пурнăç аталанса пынă, архив докуменчĕсем тăрăх, çакăнта 1861 çулта чиркÿ çумĕнче прихут шкулĕ уçнă. Вăл Чикме уесчĕн Шурча вулăсĕнче уçăлнă иккĕмĕш шкул шутланать. Пĕрремĕшĕ – вулăс центрĕнче Шурчара, 1844 çулта уçăлнă шкул.
Вăрçăсемпе халăх пăлханăвĕ те пулсах пынă: Империализм вăрçи, Граждан вăрçи, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи, репресси вăхăчĕ, перестройка тапхăрĕ... Шкул вара пачах та хăйĕн ĕçне чарман. Вăл вĕренÿпе воспитани, культура центрĕ пулнă, пулать те.
Раççейре хутла пĕлекенсен йышĕ питех те пĕчĕк пулнине кура, 1842 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче Вырăс патшалăхĕн пурлăх министерстви патшалăх хресченĕсем пурăнакан ялсенче училищĕсем уçма йышăннă. Çав уставпа килĕшÿллĕн кашни чиркÿ прихутĕнче е 2 прихутпа пĕрле 1 шкул та пулин ĕçлемелле пулнă. Çак йышăну витĕмĕпе уçăлнă та пирĕн уесри чи малтанхи икĕ шкулĕ те.
Оринин салинчи чиркÿ çумĕнчи пуçламăш шкула çав вăхăтра Оринин чиркĕвĕн священникĕн П. Любимовăн пуçарăвĕпе 1861 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче уçнă. Малтанласа шкул священник çуртĕнче вырнаçнă, учитель çурт хуçи хăй пулнă. Порфирий Петрович хальхи Куславкка округне кĕрекен Карач ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл Шупашкарти тĕн училищинчен вĕренсе тухнă. Унăн «Учитель» ячĕ те пулнă. Шкул попечителĕ пулма М. Рождественский протоирейе суйланă.
Шкул малтанласа чиркÿ прихут шкулĕ пек уçăлнă пулас. Мĕншĕн тесен вăл патшалăхăн Пурлăх министерствине пăхăнса тăнă, земство укçи-тенкипе ĕçлесе пынă, ачасем 4 çул вĕреннĕ. 1863 – 1864 вĕренÿ çулĕнче кунта 22 арçын ача пуçламăш пĕлÿ илнĕ. 1864 çулта вулăс старшини А. Павлов шкул валли пилĕк стеналлă çурт туса панă.
1875 çулта Турă саккунĕсен урокне Оринин чиркĕвĕнче 1855 – 1918 çулсенче священникра ĕçленĕ П. Любимов ертсе пынă. Вăл тăрăшнипе 1861 çулта Оринин шкулĕ уçăлнине; вăлах 1893 çулта Оринин чиркÿ прихутне кĕрекен Çеменкасси ялĕнче хутпĕлÿлĕх шкулне уçнине; 1902 çулта Мулкачкасси ялĕнче чиркÿ прихут шкулне уçнине, ăна 1909 çулта земство тытса тăмалла тунине; вăл тăрăшмасăр мар 1910 çулта Пăсăрманпа Лапкас ялĕсенче земствăн пуçламăш шкулĕсем ĕçлеме пуçланине пĕлекенсем питех те сахал. П. Любимов нумай çул хушши Чикме уесĕнчи Чăваш училищисен канашĕн членĕ – благочиннăйĕ пулнă. Çавăнпа хăй ĕçлекен чиркÿ прихутне кĕрекен ялсенче шкулсем уçма тăрăшнă вăл. Ахальтен мар чиркÿ ĕçĕпе çыхăннă ĕçсемшĕн панă наградăсемсĕр пуçне вăл Çветтуй Анна орденне тата 1853 – 1856 çулсенчи Крым вăрçине асăнса паракан пăхăр хĕресе илме тивĕçнĕ.
19 ĕмĕрĕн 70 çулĕсенче ялсенчи шкулсенче хĕр ачасене вĕрентесси çине пысăк тимлĕх уйăрма пуçланă. 1891 çулта Орининта просвирня килĕнче хĕр ачасен ятарлă шкулĕ уçăлнă.
Çав çулхине шкула педагогика пĕлĕвĕ илнĕ пĕрремĕш учитель, Чĕмпĕрти чăваш учитель шкулĕнчен вĕренсе тухнă А. Иванов килнĕ. 19 ĕмĕрти Оринин шкулĕн ĕç-хĕлне хак парса çырса хăваракансем пурте пирĕн пата Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен И. Яковлев шкулĕнче тата Хусанти вырăс мар халăхсем валли учительсем хатĕрлекен семинарире вĕренсе пĕлÿ илнĕ учительсем ĕçлеме пуçласан, шкул ĕçĕ чăннипех ырă еннелле улшăнчĕ тесе палăртаççĕ. «Намного лучше стало в школе с появлением в ней 1891 году учителя с педагогическим образованием А. Иванова. Он направлен в Орининскую школу по окончании Симбирской чувашской учительской школы. Довольно хорошо владел методикой обучения. Он сумел наладить школьное дело. В свободное время он часто ходил по крестьянским домам и уговаривал родителей направить своих детей в школу. Его старания не пропали даром, школа наполнилась детьми до отказа. Некоторые из них успешно окончили школу. Лучших своих учеников А. Иванов направлял для продолжения образования в Симбирскую чувашскую школу, которые затем стали учителями», – тесе çырнă Н. Романов хăйĕн «Село Оринино» очеркĕнче.
Муркаш районĕнчи 28 çын Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтерни паллă. Вĕсенчен Оринин тăрăхĕнчен 2 çын: И. Никонов (Волков) – 1911 – 1916 çулсенче, М. Алексеев 1907 – 1913 çулсенче вĕреннĕ. Иккĕшĕ те Çĕньял Оринин ялĕнчен.
Хусанти семинарире пирĕн тăрăхри çынсем ытларах экстерн мелĕпе вĕреннĕ. Ун пеккисем Муркаш тăрăхĕнчен 58 çын пулнă, Оринин тăрăхĕнчен – 4 çын: Г. Галкин, Р. Иванов, А. Михайлов, Т. Трофимов.
Хăш-пĕр документ тăрăх, ку шкула Ильинка тăрăхĕнчен куçарса килнĕ. Тепĕр çулта кунта 16 хĕр ача вĕренни, вĕсене Хусанти вырăс мар халăхсен училищине экстерн мелĕпе пĕтернĕ А. Васильева вĕрентни паллă. 1892 çулта Чикме уесĕнчи Шурча вулăсĕнче 8 шкул ĕçленĕ, 244 ача вĕреннĕ. Ку вăл асăннă вулăсри шкул çулне çитнĕ ачасен 10 процентĕнчен те сахалрах пулнă. Темле пулсан та, çулсем иртнĕ май шкулсенче вĕрентÿпе воспитани ĕçĕ лайăхланса пынă.
Оринин шкулĕнче вĕрентÿ шайĕ пĕчĕк пулманнине çакăн пек документ та çирĕплетет. 1875 çулта Хусан кĕпĕрнинчи халăх шкулĕсен инспекторĕ И. Износков хăйĕн отчетĕнче çапла çырнă: «Из числа 222 училищ, найдены были лучшими в Козьмодемьянском уезде Акрамовское, Орининское мужские училища». 1900 çулхи отчетра çапла каланă: «... вполне удовлетворительные успехи по русскому языку я нашел в следующих училищах: Акрамовской мужской и Орининской мужской. В этих училищах после обычных уроков ведутся занятия по рукоделию».
Ун чухнехи шкулсенче чиркÿ юррисене юрлама вĕрентекен уроксене йĕркелессине çирĕп ыйтнă. Анчах ку ĕç нумай шкулта япăх пынă. Сăмахран, Шурча вулăсĕнчи 15 шкултан 11 шкулта юрă урокĕсем пачах пулман. Муркаш, Шурча, Оринин, Атапай шкулĕсенче юрă урокĕсем аван иртнине палăртнă тĕрĕслекенсем. Юрă урокĕсене ертсе пыма Чĕмпĕр чăваш шкулне тата Хусанти вырăс мар халăхсем валли учительсем хатĕрлекен семинарие пĕтернĕ вĕрентекенсем çеç лайăх йĕркелесе яма пултарнă иккен.
Шкула малтанхи вăхăтра Оринин чиркÿ прихутне кĕрекен 17 ялти ачасем вĕренме çÿренĕ. Утма инçе пулнăран, тăхăнма тумтир çукран, хутла вĕренни кирлине пур ашшĕ-амăшĕ ăнланманран, ачасем хуçалăхри ĕçсенче пулăшма кирлĕ пулнăран 1 – 2 çул вĕреннĕ хыççăн шкула çÿреме пăрахакансем тупăннă. Çавăнпа та вĕренекенсен йышĕ пĕчĕк пулнă. Сăмахран, 1902 çулта уçăлнă Мулкачкасси ялĕнчи чиркÿ прихут шкулĕ 2 çул тытăнса тăнă хыççăн хупăннă. Сăлтавне Хусан епархинчи чиркÿ шкулĕсене пăхса тăракан инспекторсен отчетĕнче çапла çырнă: «...обыватели чуваши тех деревень все без исключения занимаются кулеткаческим промыслом. Как только дети их достигают 9 – 10 лет, их отрывают от школы и ставят на работу...». Каярах çак шкул тепĕр хут уçăлнă, вăл Оринин шкулĕн филиалĕ пулнă.
Шкулăн малтанхи çулĕсенчи пурнăçĕ пирки вырăнти çынсем аса илсе çырнисем пур: «... Малтанхи шкулсем пĕчĕк тĕттĕм çуртсенче вырнаçнă, вĕрентекенĕсем – чиркÿ çыннисем, ачасемпе вырăсла çеç калаçнă. Айăпа кĕнĕ вĕренекенсене пăрçа çине чĕркуçлентерсе лартнă, хулăпа çаптарнă...». Пур çĕрте те пулнă ĕнтĕ кун пекки. Чăваш алфавичĕ те пулман-ха ун чухне. Вĕрентекенсен, чиркÿ çыннисен, хăйсен ĕçне тумалла пулнă. Ирĕксĕрех шкулта ĕçлеме кăштах хутла пĕлекен саппасри салтаксене е ахаль çынсене явăçтарнă. Малтанхи тапхăрти çитменлĕхсем пирки чарăнса тăрас килмест. Темле пулсан та, ялта шкул уçни – ырă пулăм. Çав тĕттĕм те пĕчĕк пÿртсенче вĕренсе тухнă ачасемех малалла кайса учителе тухнă, çĕршер чăваш ачине хутла вĕрентсе аслă çул çине кăларнă.
Пултаруллă учительсем, тăван Оринин ялĕн пурнăçĕнче чăннипех те тарăн йĕр хăварнă активистсем – М. Моисеев, Г. Трофимов, А. Ильин – пĕлÿ тĕнчинчи пĕрремĕш утăмсене Оринин земство шкулĕнче тунă.
М. Булочников çинчен те ырă сăмахсем калама пулать. Вăл 1889 çулта Орининти чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ялти пуçламăш шкултан тухнă хыççăн çемьене укçа-тенкĕпе пулăшас тесе Атăл çинчи Коптарка, Сюктерка пристанĕсенчи хăма çуракан заводсенче ĕçленĕ. Заводри рабочисем хушшинче пулса, 1917 çулхи революци умĕнхи тапхăрта патша çарĕнче тăрса политика енĕпе туптаннă чăваш çамрăкĕ карьера пусмипе çÿле çĕкленнĕ. 1917 çулта Хусан кĕпĕрнинчи делегатсен шутĕнче Петроград хулинчи пĕтĕм Раççейри хресченсен канашĕн чрезвычайлă съездне хутшăннă.
1920 – 1930 çулсенче вăл Ленинградри финанс органĕсенче, строительство организацийĕсенче ĕçленĕ. Большевик революционер тăван ял-йыша нихăçан та манса кайман. Уйрăмах йывăр выçлăх çулсенче, колхозсем тунă вăхăтра Максим Георгиевич ентешĕсене сахал мар пулăшнине мухтанса каласа паратчĕç шурсухалсем.
Оринин земство шкулне пĕтерсе чăваш литературинче тарăн йĕр хăварма пултарнă тепĕр паллă çын вăл – Оринин тăрăхĕнчи Вăрманкасси ялĕнче 1894 çулта çуралнă Р. Иванов учитель, поэт. Шел, Сталин саманин синкерлĕ кустăрми ăна хăйĕн пултарулăхне туллин уçсă кăтартма вăхăт паман. Талантлă, пысăк тавракурăмлă, çутă ĕмĕт-шухăшлă поэта айăпсăр айăпласа пурнăçне татнă. Унăн çамрăк чухнехи сăввисем тата икĕ поэми сыхланса юлнă. Р. Ивановăн ячĕ халăхра пурăнать, хăй вăхăтĕнче ун пирки кĕнекесем, статьясем çырнă.
Орининта çуралса ÿснĕ М. Моисеев – тĕрлĕ совет органĕсенче ĕçлесе пысăк ÿсĕмсем тунă, ял аталанăвĕнче тарăн йĕр хăварнă таврапĕлÿçĕ. 1908 – 1912 çулсенче ялти пуçламăш земство училищинче вĕреннĕ. Вăл хăйне вĕрентнĕ Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен тухнă, пултаруллă ачасемшĕн тăрăшакан учительсене ырăпа аса илнĕ.
1884 çулта Шурча вулăс старшини А. Павлов тунă шкул çуртĕнче хĕр ачасене вĕрентмелли уйрăм классем уçнă. Апла пулин те 1908 çулта вулăсри земство училищисен канашĕ отчетра çапла çырнă: «...вовсе неудовлетворительные Моргаушское, Орининское мужское и Орининское женское училища».
20 ĕмĕр пуçламăшĕнче шкул çурчĕсене çĕнĕрен тума патшалăх укçа-тенкĕ уйăрма пуçланă, кредитсем илсе шкул çурчĕсем çĕклеме çăмăллăхсем панă. Сăмахран, 1911 çулта Муркашра шкул çуртне туса лартнă, анчах та ку черет Оринина çитеймен.
Пĕлÿ илес текен ачасен шучĕ ÿссех пынă. Юнашар ялсенче пуçламăш шкулсем уçăлни те Оринин шкулĕн ĕçне нумаях çăмăллатайман. «В первые годы после Октябрьской революции за неимением специальных школьных помещений для размещения детей, под классы временно были заняты верхние этажи двухэтажных домов И. Соловьева, затем Е. Пакушкина», – тесе çырать Г. Трофимов хăйĕн «Орининская школа» аса илĕвĕнче.
Шкул 1933 çулчченех 4 çул вĕренмелли земство училищи пулнă, пĕр класлă училище шутланнă. Çĕньял Оринин ялĕнчи «Глиссер» колхозăн клубĕнче 1 класс вĕренмелĕх пÿлĕм ăсталама тивнĕ. Орининти «Красное Сормово» колхоз шăпах çак çул хăй валли 2 хутлă клуб хăпартса пĕтернĕ пулнă. Колхоз правленийĕ пулас клуб çуртне шкула парса клубне чиркÿре йĕркелеме йышăнать. Çав тăрăхри çынсем тата колхозсем те шкул çуртне майласа çитерме пулăшаççĕ. Черетлĕ вĕренÿ çулĕ валли çĕнĕ шкул хатĕр пулнă.
1940 çулта шкул вăтам шкул статусне илнĕ. Çапла тума «Красное Сормово» колхоз ĕçченĕсем Чăваш АССРĕн Халăха вĕрентес ĕç министерствине ыйтупа тухнă. Вăтам шкулсем вăл вăхăтра çывăхри ялсенче урăх пулман. Ку шкула аякри ялсенчен: Ахманерен, Ситуккассинчен, Ивановкăран, Вăрманкас Хачăкран, Мăрсакассинчен, Ярапайкассинчен, Милютакассинчен, Ермакран, Эхветкассинчен, Пиккикассинчен те çÿренĕ.
Вăтам шкул çĕршыври чи йывăр вăхăтра та ĕçленĕ. 1945 çулччен 3 выпуск кăларнă, 41 вĕренекен экзаменсене лайăх тытса алла вăтам пĕлÿ илнине çирĕплетекен аттестат илнĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче 5 класс вырнаçмалăх кирпĕчрен çĕнĕ вĕренÿ корпусне туса хута яни классене ирĕкрех вырнаçтарма, паттăрлăхпа мухтав пÿлĕмĕ тата музей валли пÿлĕмсем уйăрма май панă.
1955 çулта шкулта пысăк юсав ĕçĕсем ирттернĕ, 2 хутлă шкул çуртне сÿтсе 1 хутлă тунă. Иккĕмĕш хутне пĕрремĕш çумне çыпăçтарса тăснă. Çак çулах А. Павлов шкул валли тунă çурта ун çĕрĕ çинчен шкул территорине куçарса килнĕ. Унта 1 класс пÿлĕмĕ, мастерской, шкул библиотеки вырнаçнă.
Вăхăт иртнĕçемĕн йывăçран тунă шкул çурчĕсем кивелнĕ. Çĕнĕ шкул çуртне тăвас ыйтăва шкул, колхоз, район, республика шайĕнче час-часах çĕкленĕ. 1990 çулта çĕнĕ çурт тăвас ĕçе вырăнти «За коммунизм» колхоз хăй çине илнĕ. Строительство ĕçĕсене «Моргаушский» МСО пурнăçлама килĕшнĕ. Февраль уйăхĕнче шкул коллективне проектпа паллашма, килĕшнине суйлама сĕнеççĕ. Çав çулхинех, август уйăхĕнче, шкул коллективĕ суйласа илнĕ проектпа килĕшÿллĕн никĕс хывма пуçланă. Çурт тăвас ĕç йывăр 90-мĕш çулсемпе пĕр килнĕ. Апла пулин те, ку вăхăтра шкул директорĕнче ĕçленĕ В. Иванов, колхоз председателĕ Ю. Иванов, колхозăн строительство енĕпе ĕçлекен инженерĕ Ю. Шишокин, МСО пуçлăхĕ Н. Гусак, А. Яковлев прораб пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшнă.
1992 çулхи сентябрь уйăхĕччен шкул çуртне купаласа хăпартнă, монтаж ĕçĕсене вĕçленĕ. Строительство ĕçне патшалăх комиссийĕ «аван» паллăпа йышăннă. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура çĕнĕ шкула уçнă. Хăйĕн историллĕ вырăнĕнче мар, территорин тĕп усадьбинче – Патаккассинче – 240 ача вырнаçмалăх шкул. Паян эпир пĕлекен шкул çурчĕ вăл (сăн ÿкерчĕкре).
М. МАТРОСОВА, В. ИВАНОВ, Н. ЩУКИН.
(Вĕçĕ çитес номерте)
Октябрь 2026 |
