Килти чĕр чунсем тата тасалăх

Категория: Общество Опубликовано: 22.10.2026, 08:33 Просмотров: 8

Паян ялта пурăнакансем кашни килте майлах хăйсен харпăрлăхĕнче тĕрлĕ кай­ăк-кĕшĕк, выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Нумайăшĕ вĕсене çемье членĕ пек йышăнать. Манмалли çук, вĕсемпе хутшăнни кăмăллă пулнипе пĕрлех хăрушлăхран ка­тара тăтăр. Кунта гигиена правилисене пăхăнасси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Асăннă пра­вилăсене пăхăнни сире те, кил хуçалăхри выльăх-чĕр­лĕхпе кайăк-кĕшĕке те тĕрлĕ инфекцирен хÿтĕленме пулăшать.

Пĕрремĕш правило. Выльăх-чĕрлĕхпе, ытти чĕр чунпа тата кайăк-кĕшĕкпе ĕçленĕ хыççăн алăсене ялан супăньпе çуса тасатмалла.

Эсир килте тытакан йытă е кушак пĕрре пăхнипех питĕ таса курăнаççĕ пулин те, вĕсен çăмĕпе ура лапписем çинче ерекен микроорганизмсем пулма пултараççĕ: бактерисенчен пуçласа шĕвĕрĕлчен хурчĕсем таранах. Вĕсем йытă-кушак тула кайнă лотоксене тасатнă, вĕсен çăмне турапа туранă е алăпа шăлнă чухне, йытă-кушакпа урамра юнашар уçăлса çÿренĕ вăхăтра ура тăхăнмалли урлă çынсе­не ерме пултараççĕ.

Кунта çак йĕркене асра тытмалла. Урамран уçăл­са кĕрсен алăна, уйрăмах пÿрне хушшисене, чĕр­несене ăшă шывпа тата супăньпе 20 çеккунтран кая мар çумалла. Кун пек май çук пулсан, алăсене спирт концентрацийĕ 60 процентран кая мар анти­септикпа çуса илни вырăнлă.

Иккĕмĕш правило. Йытă-кушака питрен ан çул­латтарăр тата вĕсене хăвăрăн савăтпа ан çитерĕр.

Нумай кил хуçи йытă-кушак питрен çулланине килĕштерет. Ку вăл сирĕн сывлăх тĕлĕшпе пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине асра тытăр. Уйрăмах алă çинче суран пулсан. Пĕрле усă курнă чашăк-тирĕк – ерекен паразитсемпе инфекцисем валли тÿрĕ çул.

Çак хăрушлăхран пăрăнса иртес тесен апат-çимĕç ярса пама йытă-кушак валли хăйсен чашăк-тирĕкĕ пулмалла. Йытă-кушак сире питрен çулласа илчĕ пулсан, çав вырăна çийĕнчех антисептикпа йĕпетнĕ салфеткăпа шăлса илĕр е тÿрех супăньпе çăвăр.

Виççĕмĕш правило. Кил хуçин харпăрлăхри йытă-кушака, кăшлакан ытти чĕр чуна тăтăш пăх­са, сăнаса тăмалла. Вĕсене апат ярса панă савăт­сем, чĕр чунсене тытакан читлĕхсем, аквариумсем – бактерисемпе кăмпасем, паразитсем ĕрчемелли вырăнсем пулса тăраççĕ. Çывăхри тусан, тĕк-çăм, апат юлашкисем микроорганизмсене аталанмалли меллĕ вырăн шутланаççĕ.

Читлĕхри чĕр чунсен каяшне пухмалли савăта вĕсен хуçин кунсерен тасатса тăмалла, савăта эр­нере пĕрре дезинфекци хатĕрĕпе çуса илмелле. Апат тата шыв савăчĕсене эрнере 1 – 2 хут 60 гра­дус вĕри шывпа çумалла.

Тăваттăмĕш правило. Килти чĕр чунсен сывлăх­не пăхса-тĕрĕслесех тăрăр. Вĕсен чирĕсемпе ернĕ сăвăсĕсем чĕр чунсене аталанма кансĕрлĕх кÿнипе пĕрлех çын сывлăхĕшĕн те ыйту кăларса тăратаççĕ. Хăш-пĕр паразитсем (тĕслĕхрен, токсокарсем) çын­сене, ачасене йывăр чирпе аптăратма пултараççĕ.

Маларах каланине шута илсе ветеринара çул­талăкне пĕрререн кая мар хăвăрăн чĕр чунсене кăтартăр. Выльăх тухтăрĕ сĕннĕ вакцинаци тата дегельминтизаци графикне пăхăнса ĕçлĕр. Чĕр чун тыткаларăшĕ улшăнсан е унăн чир паллисем курăн­сан, çийĕнчех ветеринарпа çыхăнăр.

Пиллĕкмĕш правило. Ан манăр, 5 çулчченхи ачасемпе аслă ăру çыннисемшĕн выльăх-чĕрлĕх инфекцийĕ уйрăмах хăрушă пулма пултарать. Урамран илсе кĕртнĕ йытă-кушака малтан выльăх тухтăрне пăхтарма тăрăшăр.

Елена ЯКОВЛЕВА,  «Чăваш Республикинчи эпидемиологипе  гигиена центрĕн» биологĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1