Пулăшу мелĕ – амăш капиталĕ шучĕпе

Категория: Общество Опубликовано: 22.10.2026, 08:26 Просмотров: 12

Чăваш Енти 1,8 пин çемье амăш капиталĕ шучĕпе 3 çул тултарич­ченхи ачасемшĕн тÿлевпе усă курнă. Енчен те çемьере 3 çул тултар­ман ача пĕрре кăна та мар пулсан, укçана кашнин тĕлĕшпе параççĕ. Пулăшăвăн кăçалхи калăпăшĕ 15983 тенкĕпе танлашать.

Уйăхсеренхи тÿлеве тăтăшах хамăр çĕршывра пурăнакансем тивĕçеççĕ тата çемьере виçĕ çулчченхи ачасем – Раççей Федераций­ĕн гражданинĕсем – пулсан. Услови çакăн пек – çемьен вăтам тупăшĕ пурăнмалли минимумăн икĕ виçинчен пысăк пулмалла мар.

Уйăхсеренхи тÿлеве амăш капиталĕпе усă курма йышăнни пир­ки заявлени тăрăх параççĕ. Кун пек заявление сертификат хуçи ача виçĕ çул тултаричченхи кирек хăш вăхăтра та пама пултарать: пат­шалăх услугисен порталĕ урлă, социаллă фондăн клиент службин­че, МФЦра. Тÿлеве 12 уйăхлăх çирĕплетеççĕ. Ача виçĕ çула çитсен амăш капиталĕнчен тÿлессине чараççĕ.

Енчен те амăш капиталĕпе урăх тĕллевпе усă курма шухăшласан, ашшĕ-амăшĕ кирек хăш вăхăтра та уйăхсеренхи тÿлев куçассине чар­ма пултарать. Ăна валли заявлени çырмалла.

Çÿлерех асăннă тÿлевсем пирки ыйту пулсан 8(800) 100-00-01 кон­такт-центрăн телефонĕпе тÿлевсĕр шăнкăравласа пĕлмелле.

Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енти уйрăмĕн хыпарĕсемпе Макс, ВКонтакте, Одноклассники социаллă сетьсенче паллашма пулать.

Раççейри Соцфондăн Чăваш Енти уйрăмĕн пресс-служби.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1