«Хир карапĕсен» капитанĕсем

Категория: Общество Опубликовано: 29.10.2026, 09:55 Просмотров: 4

Кăçалхи вырмана пĕтĕмлетсе Муркашра ирттернĕ Тыр-пул уявĕнче кашни тăрăшуллă ĕçчен ырăпа палăрчĕ. Муниципалитет округĕнчи конкурсра ĕç çĕнтерÿçисем пысăк чыса тивĕçрĕç.

Вĕсем хушшинче «хир карапĕсемпе» тырă выракансем те пур. Çапла вара «2026 çулхи чи лайăх комбайн экипажĕ» номинацире çак комбайнерсен хастарлăхне уйрăммăн палăртрĕç.Вĕсем (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла): «Куснар» агрофирма механизаторĕ Сергей Кондаков (3-мĕш вырăн), Е. Андреев яч. хис. хуçалăх комбайнерĕ Александр Семенов (2-мĕш вырăн) тата Суворов яч. хис. кооператив механизаторĕ Андрей Лопатин (1-мĕш вырăн). Тыр-пул уявĕ епле иртнипе эсир хаçатăн 4 – 5-мĕш страницисенче паллашма пултаратăр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1