Шупашкартан каллех Сургута тата Минеральные Воды хуласене вӗҫсе кайма май пулӗ.
Октябрӗн 25-мӗшӗнчен Шупашкар аэропорчӗ кӗрхи – хӗллехи расписание куҫрӗ. Ҫӗнӗ графикпа пӗрле «Азимут» авиакомпанин икӗ тӳрӗ ҫул-йӗрӗ таврӑнать. Аэропортӑн ӗҫ йӗрки те улшӑннӑ. Халӗ пассажирсен терминалӗ 08 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен уҫӑ пулать. Хӑш-пӗр рейссен вӑхӑтне улӑштарнӑ. Тӗслӗхрен, «Аэрофлот» самолечӗсем халӗ Шупашкара 18 сехетре килсе, каялла 19 сехетре вӗҫсе кайӗҫ. Новосибирска тӳрӗ рейссене S7 Airlines авиакомпани малалла пурнӑҫлӗ. Ҫав вӑхӑтра аэропорт 2027 ҫул валли субсидиленӗ авиаперевозкӑсен программине хатӗрлет. Ҫул-йӗрсен татӑклӑ списокне хальлӗхе пӗлтермен-ха.
Октябрь 2026 |
