Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырупа октябрь уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 11.00 сехетре Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче паллаштарӗ.
Хӑйӗн сӑмахӗнче Олег Николаевреги- он аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрне палӑртакан программа докуменчӗпе паллаштарӗ. Ҫырура республика Пуҫлӑхӗ регионӑн ҫывӑх малашлӑхри стратегилле приоритечӗсемпе тӗллевӗсене, ҫав шутра граждансен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстермелли, инфратытӑма аталантармалли тата экономика вӑй-хӑватне ҫирӗплетмелли мерӑсене палӑртӗ. Социаллӑ пурнӑҫпа экономика политикин тӗп ҫул-йӗрне, наци проекчӗсемпе патшалӑх программисене пурнӑҫлас ыйтусене хускатӗ. Трансляцие Чӑваш Ен Наци телекуравӗн, «ЮТВ» телеканалӑн тата Чӑваш Ен Наци радиовӗн тӳрӗ эфирӗнче, социаллӑ сетьсенче пӑхма-итлеме май пулӗ.
Октябрь 2026 |
