Кӑҫал «Чӑваш Республикин Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси» программӑна валли 3,4 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ эрнесерен ирттерекен планеркӑра вице-премьер – республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев пӗлтернӗ.
Программа темиҫе ҫул-йӗре ҫавӑрса илет. Вӗсенчен пӗри – агропромышленноҫ комплексӗнче, социаллӑ сферӑра е ветеринарире тӑрӑшакан ял ҫыннисен пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатасси. Ҫак тӗллевпе кӑҫал 12 млн тенкӗ ытла пӑхса хӑварнӑ. Укҫа-тенкӗпе пӗтӗмпех усӑ курнӑ: ялти вунпӗр ҫемье ҫурт-йӗр тума е туянма свидетельство илнӗ. Ялсене тирпей-илем кӗртме 18 млн тенке яхӑн уйӑрнӑ. Пурнӑҫланакан сакӑр проектран тӑваттӑшне вӗҫленӗ. Кӑҫалхи декабрь уйӑхӗччен пур проекта та вӑя кӗртмелле. Асӑннӑ программӑн тепӗр ҫул-йӗрӗ – Етӗрне хулин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн вӑрах вӑхӑтлӑх планӗ. Проект федераци шайӗнче малтанхи суйлав витӗр тухса субсиди илекенсен йышне кӗнӗ. Проектсене пурнӑҫа кӗртме федераци бюджетӗнчен 313,1 млн тенкӗ явӑҫтарнӑ, ӑна пурнӑҫлама пурӗ 316 млн тенкӗ ытла пӑхса хунӑ. Унсӑр пуҫне правительство планеркинче«НИМЕ – Халӑх бюджечӗ» программӑпа пуҫарулӑх проекчӗсене мӗнле пурнӑҫланине сӳтсе явнӑ. Кӑҫал ял территорийӗсенче 1553-рен 1306 пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртнӗ. Республикӑри муниципалитетсем хушшинче Куславкка округӗ проектсене пурне те пурнӑҫланӑ. 90 процент ытла – Шӑмӑршӑ, Пӑрачкав, Йӗпреҫ тата Красноармейски муниципалитет округӗсенче. Чи япӑх кӑтарту – Сӗнтӗрвӑрри округӗн: кӑтарту 27,9 процент ҫеҫ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫак муниципалитет ӗҫне хытӑ критикленӗ, туса пыракан ӗҫ пирки тулли информаци пама ыйтнӑ: «Республика Правительстви сирӗн объектсене кризисра тытса пымалли йӗркене кӗмелле ӗҫлеме юрамасть. Пуҫаруллӑ проектсене вӑхӑтра пурнӑҫа кӗртни мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулни пирки эпӗ темиҫе хутчен те асӑрхаттартӑм, ҫитменнине вӗсене пурнӑҫа кӗртме бюджет укҫи-тенкине илнӗ», – пӗтӗмлетнӗ Олег Николаев.
Октябрь 2026 |
