2027 ҫул – Наукӑпа технологисен ҫулталӑкӗ

Категория: Общество Опубликовано: 29.10.2026, 09:53 Просмотров: 5

Республикӑри Общество канашӗн ларӑвӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫынсем суйланине ырларӗ. «Чӑваш Ен онлайн» порталта сасӑланисен ҫуррине яхӑн пайӗ ҫак темӑшӑн пулнӑ.

2027 ҫулхи тема ҫинчен калакан указа вӑл ҫывӑх вӑхӑтра алӑ пусӗ. Республика Пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен Раҫҫейри промышленноҫ лидерӗсенчен пӗрин статусне тытса тӑрать, анчах малалла ӳсме хӑйӗн технологи йышӑнӑвӗсем кирлӗ. Наука вӑл – республикӑри ҫамрӑксем валли конкретлӑ заводсем, ҫӗнӗ станоксем, малта пыракан электротехника тата пысӑк шалуллӑ ӗҫ. Регионӑн промышленноҫ базипе инженери потенциалӗ наукӑна, аслӑ шкулсене тата экономикӑн чӑн секторне ҫыхӑнтарма май парать. Аслӑ шкулсем хушшинчи кампус тӗп вырӑн йышӑнӗ. Вӑл тӗпчев, специалистсене вĕрентекен тата пуласлӑх технологийӗсене хатӗрлекен центр пулса тӑрӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1