Чăваш АССР Совнаркомĕ тата ВКП(б) Чăваш обкомĕ «Об организации и проведении работ по возведению на территории Чувашской АССР Сурского и Казанского рубежей» постановление йышăннăранпа 85 çул çитрĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе октябрĕн 28-мĕшĕ Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çынсене асăнмалли кун пулнипе паллă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи тапхăрĕнче лару-тăру питĕ кăткăс пулнă. Çĕршыв ертÿлĕхĕ хÿтĕлев линийĕсене массăллă тума йышăннă. Чăваш Ен çыннисене çак задача ура çине тăратнă. Ĕç хатĕрĕсем çитмен, мĕнпур ĕçе алăпа тумалла пулнă, вăхăчĕ вара хĕссе пынă. Ун пек пысăк стройка республикăра унччен пулман. Çав вăхăтри паттăрлăх докуменчĕсем халĕ Чăваш Республикин Патшалăх çĕнĕ истори архивĕнче упранаççĕ. Историри тĕп событи – хÿтĕлев чиккисене Чăваш Енте 1941 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче тума пуçлани. Çав кунран тытăнса Патшалăх оборона комитечĕн 1941 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнчи хушăвĕпе 17 çултан аслăраххисене мобилизацилеме тытăннă. Халăх комиссарĕсен канашĕпе ВКП(б) Чăваш обкомĕн уйрăм ларăвĕнче «Об организации и проведении работ по возведению на территории Чувашской АССР Сурского и Казанского рубежей» йышăну тунă. Çакăнта явăçтарнă кашни çынăн ĕçе хĕллехи тумпа пымалла, пĕрле улăштармалли тум, вырăн хатĕрĕ тата котелок, кашăк илмелле пулнă. Кашни çын пуçне пĕр кĕреçе тивнĕ, пилĕк çын пуçне – пĕр пуртă, вунă çын пуçне – пĕр наççылкка, çирĕм çын пуçне – пĕр лум. Парти тата совет организацийĕсенчи çынсенчен 50 çынран тăракан бригада йĕркелемелле пулнă. Кашни района прораб участокне çирĕплетнĕ. Сăр тата Хусан рубежĕсене ултă объекта уйăрнă. Сăр рубежĕ Сăр улăхĕ çумĕпе Етĕрне районĕнчи Засурье ялне, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Пантьăка, Улатăр районĕнчи Сăр Майданне, Улатăра Ульяновск чикки таран çыхăнтарнă. Çакăн тăршшĕ 80 км пулнă. Пирĕн тăрăхри çынсене çавăнта ĕçлеме илсе кайнă. Хÿтĕлев линийĕсем тăшмана пысăк промышленноç центрне – Хусана – кайма чармалла пулнă. Архив докуменчĕ тăрăх, окоп чавнă çĕрте кунсерен пĕтĕмпе вăтамран 85 пин çын хутшăннă, хăш-пĕр кун 110 пин çынна та çитнĕ. Пĕтĕм йывăр ĕç хĕрарăмсен тата çамрăксен хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Унта ĕçлекенсен 70 ытла проценчĕ шăпах та вĕсем пулнă. Çав кĕрхи кунсем йĕпе-сапаллă килнĕ, ноябрьте шартлама сивĕсем пуçланнă. Хĕл кунĕсем вара уйрăмах сивĕ тăнă, сывлăш температури 40 градуса çитнĕ. Инвентарьпе, строительство материалĕсемпе тивĕçтересси те йывăр пулнă. Республикăри предприяти-организацисене пĕр тăхтаса тăмасăр строительство материалĕсемпе тивĕçтерме хушнă. Ĕç условине лайăхлатас тесе апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ, столовăйсем, пекарньăсем уçнă. Çавна валли çуртсем çук вырăнта çĕнĕрен тумалла пулнă. Райпотребсоюз тата Чувашторг уйрăмĕн ертÿçисене çынсем ĕçленĕ вырăнсенче суту точкисем йĕркелеме, вырăнти фондсенчен табак, спичка, тăвар, краççын, кашăк, супăнь уйăрма хушнă. Тавар чи малтанах ĕç нормине ÿстерсе пурнăçлакансем валли пулнă. Хÿтлĕх чиккисене чавакансем çĕнтерÿшĕн тăрăшнă. «Фронтшăн! Çĕнтерÿшĕн!» чĕнÿ çынсене, колхозсене, предприятисене пĕрлештернĕ. СССР Патшалăх оборона комитечĕн хушăвне срокра пурнăçланă. Сăр чиккине 1942 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче вĕçленĕ, Хусан чиккине – 1942 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче. Январьти икĕ чикĕри ĕçсене пĕтĕмлетнĕ тăрăх, хÿтĕлев рубежĕ 380 километрпа танлашнă. Ĕç вăхăтĕнче 4897 пин кубла метр çĕр чавса кăларнă, 1970 çĕр пÿрт, 2347 огневой точка тунă. Сăр чиккинчи ĕç калăпăшлăрах пулнă. Паттăрла ĕç хаяр вăрçă вăхăтĕнче Чăваш Ен çыннисене пĕрлештернĕ. Çĕр чавса пĕтернĕ хыççăн кăткăс тепĕр ĕç пуçланнă, çак ĕçе хутшăннисен списокне тумалла пулнă. Ĕç норминчен ытларах ĕçленисене уйрăммăн çырнă. 167 çынна Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе чысланă, 280 çыннăн ятне республикăн Хисеп хăми çине кĕртнĕ.
Анна Констант инова , Чăваш Республикин Патшалăх çĕнĕ истори архивĕн тĕп специалисчĕ.
Октябрь 2026 |
