Пулӑшу – кӑтартусем чакармасан

Категория: Общество Опубликовано: 29.10.2026, 09:54 Просмотров: 4

Республикӑра ял хуҫалӑх техникин субсидийӗсене тыр-пулпа тата сӑвӑмпа ҫыхӑнтарнӑ.

Республика Правительстви ҫӗнӗ техникӑпа оборудовани туянакан аграрисене патшалӑх пулӑшӑвӗ парассин правилисене улӑштарнӑ. Халӗ тӑкаксене саплаштарнӑ чухне хуҫалӑхсен ӗҫ кӑтартӑвӗсене шута илӗҫ. Условисем шутӗнче – акмалли лаптӑксене тата ӗне шутне сыхласа хӑварни, ҫавӑн пекех тыр-пул тухӑҫӗпе сӗт сӑвасси республикӑри вӑтам кӑтартуран кая мар пулни. Субсиди ҫумне паракан хушма тӳлеве ӗҫлекенсен шалӑвӗ отрасльти вӑтам ӗҫ укҫинчен кая мар предприятисем илме пултарӗҫ. Уйрӑм улшӑнусем хӑмла ӗрчетессине пырса тивнӗ. Патшалӑх пулӑшӑвӗпе халӗ шпалерсемпе тӗревсем лартмалли, скважинӑсем пӑраламалли тата хӑмла пресламалли оборудовани туянма пулать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1