Ял çыннсем хăтлăрах пурăнма тăрăшаççĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 20.12.2023, 08:26 Просмотров: 355

photo 2023 12 20 15 49 42 2

Пĕрлехи черетлĕ информаци кунĕ республикăра декабрĕн 20-мĕшĕнче иртрĕ. Муркаш муниципалитет округне пĕлтерĕшлĕ асăннă мероприятие ирттерме Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Александр Степанов ертсе пыракан ушкăн килчĕ.

Александр Степанов тата Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов çав кун Шетмĕпуç территори пайĕнче пулчĕç, вырăнта пурăнакансемпе тĕл пулчĕç. Тĕл пулăва çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Федотов, Муркаш округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн пуçлăхĕ Рената Ананьева, Муркашри 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн пуçлăхĕ Юрий Варюхин, Шетмĕпуç территори пайĕн пуçлăхĕ Борис Васильев хутшăнчĕç.

Пĕрлехи информаци кунĕ шайĕнче ял çыннисемпе йĕркеленĕ тĕл пулу çав кун Шетмĕпуçĕнчи Культура çуртĕнче иртрĕ. Тĕл пулура 2024 çулта коммуналлă услугăсен тарифĕсене индексацилессипе, Çĕнĕ çул тата раштав уявĕсене хатĕрленсе ирттернĕ чухне çынсем массăллă пулакан вырăнсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе, çулсене хĕллехи вăхăтра пăхса тăрассипе контрактсене мĕнле пурнăçланипе çыхăннă ыйтусене тата çулсене нормативлă шая çитерессипе тăракан задачăсене сÿтсе яврĕç.

Тĕплĕнрех район хаçачĕн çитес номерĕнче вуласа пĕлме пултаратăр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3