Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттерчĕ

Категория: Актуально Опубликовано: 14.11.2019, 16:57 Просмотров: 485

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ноябрĕн 14-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче пресс-конференци ирттерчĕ.

Республика тата район изданийĕсен тĕп редакторĕсемпе журналисчĕсем тĕл пулу вăхăтĕнче тĕрлĕ ыйту çĕклерĕç. Журналистсем «Чувашкредитпромбанкăн» лицензине туртса илнĕ хыççăнхи ĕçсемпе кăсăкланчĕç. Шупашкарта хăпартма тытăннă, анчах та туса пĕтереймен нумай хваттерлĕ çуртсенче хваттере пая кĕрсе туянма укçа хывнисен шăпи пирки, тĕп хулапа Çĕнĕ Шупашкар хушшинче троллейбус çÿретесси пирки ыйтрĕç, республикăри ытти хуласенчи çивĕч ыйтусене çĕклерĕç.

Ыйтусен йышĕнче пур муниципалитета пырса тивекеннисем те пулчĕç. Шăпах çавсем çинче чарăнса тăрăпăр.

 

Республикăра, уйрăмах район центрĕсенчи тата пĕчĕк хуласенчи больницăсенче, медицина ĕçченĕсем çителĕксĕрри пирки ыйту хускатрĕç. Ансăр специальноçлă врачсем патне йышăнăва çитиччен вăхăт самаях иртнине, тепĕр чухне вĕсем патне йышăнăва лекме май çуккине те палăртрĕç. Çамрăксем те çав больницăсене ĕçлеме каясшăнах мар.

Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче медицина учрежденийĕсене кадрсемпе тивĕçтерссипе лару-тăру ытти чылай регионтан лайăхраххине пĕлтерчĕ. Вăл каланă тăрăх, çак ыйтăва çитес икĕ çулта татса пама палăртнă.

Михаил Игнатьев нумаях пулмасть Чăваш патшалăх университетĕнче иртнĕ ĕçлĕ тĕл пулура виçĕ енлĕ килĕшÿсем тунине пĕлтерчĕ. Çавна май тĕллевлĕ майпа вĕренсе тухнă специалистсем яллă вырăнсенчи больницăсене ĕçлеме кайĕç. Унта вĕсен 5 çултан кая мар ĕçлемелле пулĕ.

Кунсăр пуçне «Земство тухтăрĕ» программа ĕçлет. Хальхи вăхăтра çак программăна хутшăнса, апла пулсан 1 миллион тенкĕ илсе, ялсене ĕçлеме каяс текен врачсен çул ÿсĕмне те чикĕлемен. Ялсене ĕçлеме каякан фельдшерсене «Земство фельдшерĕ» программăпа 500 пин тенкĕ параççĕ.

Михаил Игнатьев хăш-пĕр муниципалитетсем хăйсен енчен хушма хавхалантару йышăннине те пĕлтерчĕ.

Ансăр специальноçлă врачсем пирки каланă май, хальхи вăхăтра вĕсем темиçе больницăра ĕçлеме пултарнине, çавăнпа ĕç графикĕ шуçса пыма пултарнине те асăнчĕ. Çавăнпа та кун пек кашни ыйтупа уйрăммăн ĕçлемеллине палăртрĕ.

Тепĕр ыйту республикăра пысăк çÿп-çап полигонĕ тунă май халĕ ĕçлекен пĕчĕк полигонсене хупса пырасси пирки пулчĕ.

Михаил Игнатьев журналистсене республикăра хальхи вăхăтра патшалăх реестрне кĕртнĕ 13 полигон ĕçленине пĕлтерчĕ. Вĕсене 2030 çулччен майĕпен хупса пыма палăртнине каларĕ. Çитес çул, сăмахран, пур йĕркене пăхăнса тепĕр виçĕ полигон хупассине палăртрĕ.

Çÿп-çап пирки ыйту пуçарнине кура, Михаил Игнатьев вырăнсенче çынсен ку тĕлĕшпе мĕнле ыйтусем пуррине ыйтрĕ. Журналистсем паянхи кун ялсенчен çÿп-çап турттарса тухассипе çынсенчен ыйту пулманнипе, анчах та çитес вăхăтрах, хĕл ларсан, пулма пултарассине палăртрĕç. Мĕншĕн тесен хĕлле çулсене йĕркеллĕ тасатса тăмаççĕ пулсан, çÿп-çап турттарса тухасси те йывăрлăх кăларса тăратма пултарĕ.

Калаçăва тăсса Михаил Игнатьев ялти çулсене подряд организацийĕсем тасатса тăмаллине, контейнерсен площадкин таврашне тасатса тăрасси регион операторĕн тивĕçĕ пулнине асăрхаттарчĕ. Çапла вара кашни хăйĕн ĕçне йĕркеллĕ пурнăçласан ыйту тухса тăмалла мар.

Пресс-конференциччен Михаил Игнатьев кĕскен республикăн иртнĕ 9-10 уйăхри социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе те паллаштарчĕ. Цифрăсем, иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, тĕрлĕ енпе ÿсĕмлĕ динамика пуррине кăтартса параççĕ. Промышленноç производствин индексĕ 104,8 процентпа танлашнă. Ял хуçалăх продукцине /пур категори те/ туса илессин иртнĕ тăхăр уйăхри кăтартăвĕ 102 процент пулнă. Вак суту-илÿ çаврăнăшĕ 104 процентпа танлашнă. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвассин кăтартăвĕ те, малтанласа шутланипе, çулталăк вĕçленнĕ тĕле 107 процентран кая пулмĕ.

Пуçлăх каланă тăрăх, çынсен чăн тупăшĕ ÿссе пыни те палăрать. Çапах та çын пуçне тивекен пурăнмалли минимумран пĕчĕкрех тупăшлă çемьесем республикăра 18 процент ытларах. Çитес вăхăтра вĕсен йышне икĕ хут таран пĕчĕклетме тĕллев лартнă. Журналистсем çак тĕллеве пурнăçлама мĕнле ĕçсем палăртнипе кăсăкланчĕç.

Ыйтăва хуравланă май, республика Пуçлăхĕ ĕç укçине «конвертра» паракансемпе тата илекенсемпе малалла та ĕçлессе пĕлтерчĕ. «Кунта пирĕн йĕрке тумалла. Ĕçлекен çыннăн ĕç килĕшĕвĕпе ĕçлемелле», - терĕ.

Çавăн пекех республика тулашне ĕçлеме тухса çÿрекенсем, тĕрлĕ даннăйсем тăрăх, вăтамран 30 пин çынна яхăн. Вĕсен ĕç укçи çемье тупăшĕнче курăнмасть. Çавна май Михаил Игнатьев Росстатăн çемье тупăшне палăртакан шутлав методикине улшăнусем кĕртесси пирки çĕршыв шайĕнче ĕçлĕ калаçу пулнине пĕлтерчĕ. Апла пулсан ку енĕпе те цифра çине витĕм кÿрекен фактор пулĕ.

Ытти ыйтусен хуравĕсенчен пирĕн республика нацпроектсен шайĕнчи 52 федераци проектне хутшăннине палăртмалла. Çав проектсене пурнăçлани ачалăхпа амăшлăх ыйтăвне, пенсичченхи ÿсĕмри çынсене пысăк тимлĕх уйăрма май панине те пĕлтерчĕ республика Пуçлăхĕ.

Çавăн пекех, ыйтусене хуравланă май, вăл республикăра туса илекен продукцине ют çĕршывсене сутасси аталанса пынине палăртрĕ. Чăваш Ен республикăра пурăнакансем Раççей Президентне шаннин кăтартăвĕпе çĕршыври малти 20 регион йышĕнчине те пĕлтерчĕ Михаил Игнатьев. «Апла пулсан республикăри çынсем Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çĕршывра стабильлĕ лару-тăру пултăр тесе тăрăшнине ăнланаççĕ», - пĕтĕмлтерĕ вăл.

Пресс-конференци хыççăн Михаил Игнатьев Чăваш наци телевиденийĕн тÿрĕ эфирне хутшăнчĕ.

 

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4