Августăн 13-мĕшĕнче района Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕçлĕ визитпа килчĕ. Тĕл пулăва Чăваш Республикин Гражданла оборона, чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн ертÿçи Вениамин Петров, район пуçлăхĕ - депутатсен район Пухăвĕн ертÿçи Игорь Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ертÿçин çумĕ - Патшалăх строительствипе вырăнти хăй тытăмлăх, регламентпа депутат этикин комитечĕн ертÿçи Александр Федотов тата ыттисем хутшăнчĕç. Ĕçлĕ тĕл пулусем Мăн Сĕнтĕр ял библиотекинче, Юнкăри «Агрико» предприятире, Юнкă шкулĕнче иртрĕç.
Республика ертÿçи Олег Николаев чи малтанах Мăн Сĕнтĕр библиотекин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Ку учреждение «Культура» наци проекчĕн «Культурная среда» регион проекчĕ шайĕнче хăтлăх кĕртнĕ, федерации пулăшăвĕпе модель библиотеки йĕркеленĕ.
Хăтлăх ĕçĕ иртнĕ çул пуçланнă. Малтанах район бюджетĕнчен уйăрнă 500 пин ытла тенкĕпе юсав ĕçĕсене туса ирттернĕ. Хыççăн федерации конкурсне хутшăнса çĕнтерÿçĕ йышне кĕнĕ. Çапла модель библиотекине хăтлăх кĕртме федераци бюджетĕнчен 5 миллион тенкĕ уйăрса панă. Çавна май чи малтанах пурлăхпа техника бази çĕнелнĕ, кĕнеке фончĕ пуянланнă. Унчченхи лаптăк 121,7 тăваткал метр пулнă пулсан, юсав хыççăн 187,5 тăваткал метра çитнĕ.
Çĕнĕ компьютерсем, нумай функициллĕ хатĕрсем, проекторсемпе экрансем, ноутбук, сасă системи, фотоаппарат, планшетсем, микроскоп, флипчарт, интерактивлă сĕтел библиотекăна çÿрекенсемшĕн питех те меллĕ пулĕç. Кунта «Наци электрон библиотеки» патшалăх информаци системипе усă курма пулать.
Библиотека специалисчĕсем экологи енĕпе тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ зала юман конструкцийĕпе илемлетнĕ, шыв тематикипе çыхăнтарнă. Ку муркашсемшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ.
Олег Николаев чăвашлăх çине ытларах тимлĕх уйăрчĕ, чăвашла кĕнекенсене фонда ытларах кĕртме тата ĕçре чăваш каларăшĕсемпе ытларах усă курма сĕнчĕ. Централизациленĕ библиотека системин ертрÿçи Ирина Николаева каланă тăрăх, пĕтĕмĕшле фондра чăваш кĕнекисем 40 процент йышăнаççĕ.
Черетлĕ тĕл пулу Юнкă ял тăрăхĕнчи «Агрико» предприятире иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев район аталанăвĕпе паллаштарчĕ.
«Агрико» предприяти ĕçĕ çинчен унăн ертÿçи Валерий Глушаков каласа пачĕ. Хăй вăхăтĕнче «Новая Юнга» хуçалăхăн пулнă гаражĕнче кăмпа ÿстермелли пĕр камера туяннă. Производство кунран-кун аталанса пынă. Малтанхи вăхăтсенче кашни камерăран талăкра 100-шер килограмм яхăн кăмпа татса пуçтарнă, уйăхра вара каска кăмпи 8 тоннăна яхăн пухăннă.
Предприятире халĕ продукци туса илесси çÿллĕ шайра. Хатĕр продукцие 300 грамлă чĕркемсем туса çĕршыври суту-илÿ точкисене ăсатаççĕ. Ертÿçĕ палăртнă тăрăх, предприятире ÿсекен кăмпа экологиллĕ таса тата витаминсемпе пуян çимĕç шутланать, вăрманта ÿсекеннинчен темиçе хут тасарах. Çавăнпа та суту-илÿ точкисене ытларах та ытларах продукци кирли куçкĕрет, произодство калăпăшне кунта ÿстерсе пыраççĕ.
Компьютер программи пÿлĕмсенчи микроклимата шайлаштарса тăрать. Кăмпа ÿстересси ăшă тата энерги перекетлеме май паракан технологипе пулса пырать. Малтан пĕр уйăхра 7,5 пин кубла метр газ тăкакланă пулсан, Германи оборудованине вырнаçтарни тăкака иккĕ е ытларах хут пĕчĕклетме май панă.
Олег Николаев районта предпринимательство сфери аталаннипе кăмăллă пулчĕ, бизнеса пулăшмалли мелсем çинче чарăнчĕ, предприяти хушма ĕç вырăнĕсем туса пани вырăнти халăхшăн уйрăмах ăнăçлă пулнине палăртрĕ.
Район активĕпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулу Юнкă шкулĕнче иртрĕ. Вĕсем республика ертÿçипе тĕрлĕ ыйту сÿтсе яврĕç. Олег Николаев ялсене аталантарма уйăракан 100 пин тенкĕпе епле усă курнипе кăсăкланчĕ, пулăшу мерисем малашне те тĕрлĕрен пуласса шантарчĕ.
- Муркашсем аталанни савăнтарать, - терĕ тĕл пулăва пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев.
Ĕçлĕ çул çÿрев пирки тĕплĕнрех район хаçачĕн шăматкунхи номерĕнче паллашма пулать.
Р. Илларионова.
Сентябрь 2026 |
