СВОна хутшӑннӑ вӗрентекенсене – хушма тӳлев

Категория: Общество Опубликовано: 27.08.2026, 08:27 Просмотров: 54

СВОна хутшӑннӑ педагогсем Чӑваш Республикинче хушма тӳлев илӗҫ.

Чӑваш Республикин право акчӗсене пичетлекен портал- та пӗлтернӗ тӑрӑх, регион ертӳҫи августӑн 24-мӗшӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ педагогика ӗҫченӗсене пулӑшмалли ҫӗнӗ мел ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ. 2026 ҫулхи сентябрь уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӗсем уйӑхсерен 5 пин тенкӗ укҫан тӳлев илӗҫ. Пулӑшу шкулсен, ача сачӗсен, хушма пӗлӳ паракан тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисен вӗрентекенӗсене, воспитателӗсемпе преподавателӗсене пырса тивет. Указа СВО пайташӗсен тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсене хаклас тата вӗсен ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас ӗҫри пӗлтерӗшне ӳстерес тӗллевпе йышӑннӑ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6