Чӑваш Енре «Сывлӑх патне – утӑм» проектӑн ҫӗнӗ ҫул-йӗрне – «Аслисемшӗн тӑрӑшасси» – хута яраҫҫӗ.
Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, медицина пулӑшӑвне 65 ҫултан аслӑрах ҫынсемшӗн меллӗрех тӑвас тесе ҫӗнӗ ҫул-йӗр хута яраҫҫӗ. Медицина учрежденийӗсем страхлакан медицина организацийӗсемпе пӗрле ку ушкӑнра пурӑнакансене тӳлевсӗр диспансеризацие чӗнме тытӑннӑ та ӗнтӗ. Олег Николаев муниципалитет ертӳҫисене ҫак ӗҫе хастар хутшӑнма хушнӑ. Вырӑнсенче тӗп тухтӑрсемпе ҫыхӑнса, аслӑ ӑрури ҫынсем ытлашши кӑткӑслӑхсӑр тӗрӗслев витӗр тухма пултарччӑр текен процеса йӗркелемелле. «Пирӗн тӗллев – медицина пулӑшӑвӗпе тимлӗх кирлӗ кашни ҫын патне ҫитесси, – палӑртрӗ Николаев. – Шансах тӑратӑп, пӗрлехи вӑйпа эпир республикӑра пурӑнакансен сывлӑхне тата хастар вӑрӑм ӗмӗрне упрас тӗлӗшпе тепӗр пысӑк утӑм тӑвӑпӑр».
Август 2026 |
