Муркаш округӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарнӑ «Ниме – Халӑх бюджечӗ» проекта пурнӑҫа кӗртесси вӑй илсе пырать.
Муркаш территори пайӗн ялӗсенче кӑҫал 4 проект пурнӑҫланӗ. Хальхи вӑхӑтра Ҫӗньял Муркаш ялӗн масарӗ патне каякан ҫула юсаҫҫӗ. Муркаш территори пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Кириллов каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫак ҫула юсама ыйтса администрацие ҫулленех 10-шар ҫын пынӑ. Ҫак ыйтӑва «Ниме – Халӑх бюджечӗ» программипе татса парас пуҫарӑва ял ҫыннисем анлӑ пулӑшу панӑ. Вӗсем пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртессишӗн сасӑлава хастар хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех укҫа-тенкӗ пухнӑ. Подрядчик пулма «ЭЛИСТА» обществӑна палӑртнӑ. Муниципалитет контрактне 6,6 млн тенкӗлӗх тунӑ, ҫав шутра халӑх 810 пин тенкӗ пухнӑ. Хальхи вӑхӑтра кунта ҫӗр ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Объектра 4 техника ӗҫлет. Ҫӗр ӗҫӗсемпе пӗрлех материалсене планпа турттарасси те малалла пырать. Пӗтӗмӗшле ӗҫ калӑпӑшӗ пысӑк: 15 пин кубометра яхӑн тӑпра турттармалла. 100 тоннӑна яхӑн хӑйӑр тата 850 тонна вак чул илсе килӗҫ. 300 тоннӑна яхӑн асфальт тӗпренчӗкӗпе усӑ курма палӑртнӑ. Ӑна асфальт саракан техникӑпа хурӗҫ. Уйрӑм участоксенче шыв юхма 1 метр диаметрлӑ пӑрӑхсем вырнаҫтарӗҫ. Ӗҫсене контрактпа килӗшӳллӗн туса пыраҫҫӗ. Вӗҫлев вӑхӑчӗ – 2026 ҫулхи июлӗн 31-мӗшӗ. Ҫак проектсӑр пуҫне асӑннӑ пай территорийӗнче ҫак объектсене юсӗҫ: Муркаш ялӗнчи Колхозная урамӗнчи шыв башнипе скважинӑна – 4,7 миллион тенкӗлӗх; Муркаш ялӗнчи шыв пӑрӑхӗсен сетьне Колхозная, Новая Колхозная, Фронтовая, Красноармейски урамӗсенче – 8,1 миллион тенкӗлӗх; Малиновка ялӗнчи скважинӑна – 1,8 миллион тенкӗлӗх
Август 2026 |
