Ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене хатӗрленеҫҫӗ

Категория: Общество Опубликовано: 10.04.2026, 08:56 Просмотров: 476

Тӑпра нӳрӗке упранӑ вӑхӑтра механи- заторсем юлашки хатӗрленӳ ӗҫӗсене вӗҫлеҫҫӗ: техника ангарсенчен тухать, вӗсене тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ, кирлӗ ҫакмалли хатӗрпе тивӗҫтереҫҫӗ.

Республикӑра тракторсемпе хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсене ҫур акине хатӗрлессипе техника тӗрӗслевӗсем пыраҫҫӗ. Ку сезонра 6 пин ытла машинӑпа усӑ курма палӑртнӑ. Хальлӗхе ял хуҫалӑх техникин хатӗрлӗхӗ 98 процентран та иртет. Техникӑна хатӗрленипе пӗрлех вӑрлӑха ятарлӑ препаратсемпе усӑ курса имҫамлас ӗҫ вӗҫленет. Ҫак мерӑсем пулас тухӑҫа сиенлӗ микроорганизмсемпе хурт-кӑпшанкӑран хӳтӗлеме пулӑшаҫҫӗ. 2026 ҫулта Чӑваш Енре ял хуҫалӑх культурисен пӗтӗмӗшле акмалли лаптӑкӗ 542,7 пин гектарпа танлашӗ. Тыр-пул ҫак калӑпӑшӑн ҫурри ытла лаптӑкне йышӑнӗ – 281 пин гектар (51,8 процент). Республикӑра кӗрхи культурӑсен калчисем лайӑх хӗл каҫнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Республикӑна тӗш тырӑпа пӑрҫа йышши культурӑсен вӑрлӑхӗпе, ҫавӑн пекех соя, ҫӗр улми тата рапс вӑрлӑхӗпе туллин тивӗҫтернӗ. Кашни ҫулах республикӑри хуҫалӑхсем минераллӑ удобрени сапмалли калӑпӑша ӳстереҫҫӗ, ҫакӑ тухӑҫлӑха лайӑх витӗм кӳрет. Аграрисем удобрени туянассипе малалла ӗҫлеҫҫӗ. Округра ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене мӗнле хатӗрленнине 5-мӗш страницӑра вулӑр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6