Иртнӗ ҫул 150 пине яхӑн ҫын тӳлевсӗр эмел илнӗ

Категория: Общество Опубликовано: 10.04.2026, 08:54 Просмотров: 542

Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗнче ҫулталӑка пӗтӗмлетсе отрасле аталантармалли стратегипе паллаштарчӗҫ. Медицинӑна укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме республика бюджетӗнчен 38 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Ку вара – рекордлӑ сумма. Чи малтанах эмелпе тивӗҫтерессине ӳстернӗ. Граждансен ҫӑмӑллӑхлӑ категорийӗ валли тӳлевсӗр препаратсем валли халиччен пулман 2 миллиард тенкӗ янӑ. Ҫапла 150 пине яхӑн ҫын кирлӗ пулӑшу илнӗ.

«Эпир халӑх сывлӑхӗн тӗп кӑтартӑвне тивӗҫтертӗмӗр: пурнӑҫ тӑршшӗ 74,1 ҫула ҫити ӳсрӗ», – тесе палӑртрӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Республикӑра медицина пулӑшӑвӗ халӑха ҫывӑхлансах пырать. Поликлиникӑсем ҫичӗ кунлӑх ӗҫ графикне тӗрӗслеме тытӑннӑ – халӗ специалист патне канмалли кунсенче те лекме пулать. Ку опыта пур муниципалитета та сарма шутлаҫҫӗ. «Вӑраха тӑсӑлакан тата хастар пурнӑҫ» тата «Ҫемье» наци проекчӗсем пулӑшнипе ялсенче медицина пулӑшӑвне меллӗрех те пахалӑхлӑрах тума май килчӗ. Ҫулталӑк хушшинче ялта хӗрарӑмсен 11 консультацине, ҫавӑн пекех республика территорийӗнче медицинӑпа социаллӑ пулӑшу паракан 24 кабинета уҫрӗҫ. Халӗ хӗрарӑмсем сиплевпе пӗрле психологи пулӑшӑвӗ те илеҫҫӗ. Вун-вун ФАП, темиҫе амбулатори тата поликлиника ҫӗнелнӗ. 2026 ҫулта ҫӗнӗ медицина учрежденийӗсем тӑвасси малалла пырӗ. Муркаш ялӗнче те хальхи поликлиникӑна ӗҫе кӗртме палӑртаҫҫӗ.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене те пысӑк пулӑшу параҫҫӗ. Пӗлтӗр стационарлӑ пулӑшӑва 2 пин ытла салтак илнӗ. Унсӑр пуҫне 2026 ҫултанпа демобилизациленӗ ҫар ҫыннисем шӑл лартма компенсаци илме пултарӗҫ – республика бюджетӗнчен 50 пин тенкӗ таран. Чӑваш Ен пысӑк технологиллӗ пулӑшу центрӗ пулса тӑрать. Тухтӑрсем онкологие, эндокринологие тата кардиологие сиплес сферӑра 15 ҫӗнӗ меслет алла илнӗ. Ӗлӗк кун пек пулӑшусене федераллӑ клиникӑсем ҫеҫ панӑ. Трансплантаци валли база хатӗрленӗ. Кӑҫалах пӳре куҫарса лартмалли пӗрремӗш операцисем ирттерме палӑртнӑ. Ку – республикӑн сывлӑх сыхлавне аталантарассинче ҫӗнӗ тапхӑр. «Чӑваш Ен медицина реабилитацине аталантармалли федераллӑ программӑна чи малтан кӗнӗ, паян эпир результат куратпӑр. «Сывӑ пуласлӑх» парти проекчӗпе килӗшӳллӗн эпир ку ҫул-йӗре, уйрӑмах реабилитаци сферинче, пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. Вӑл пациентсене активлӑ пурнӑҫа тавӑрма питӗ кирлӗ», – палӑртрӗ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева. Пулӑшу пахалӑхне ӳстерес ӗҫре цифровизаци те хӑйӗн рольне кӑтартать. Республикӑра тухтӑр патне ҫырӑннисенчен чылайӑшне халӗ дистанци мелӗпе ҫыраҫҫӗ, ҫав шутра – Мах мессенджерти чат-бот урлӑ та. Плансем пирки каланӑ май Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлав министрӗ Лариса Тарасова хӑйсем ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр республикӑра пурӑнакансемшӗн пуриншӗн те медицина пулӑшӑвне юрӑхлӑ тата пысӑк пахалӑхлӑ тӑвассине приоритетсен шутӗнче асӑнчӗ. Тухтӑрсен тимлӗхӗнче – шкул ачисен сывлӑхне тӑтӑшах мониторинг тӑвасси, ҫамрӑк ӑрӑвӑн репродуктивлӑ функцийӗсене сыхласа хӑварасси, корпоративлӑ сывлӑх программисем, активлӑ вӑрӑм ӗмӗр программине малалла пулӑшасси. Тӗллев – 2030 ҫул тӗлне вӑтам пурнӑҫ тӑршшӗне 78 ҫула ҫитересси.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6