Сăн ÿкерчĕкре Муркаш районĕн тĕп больницин врачне Людмила Ермаковăна куратăр. Вăл чылай çул Юнкăри врач амбулаторийĕнче тăрăшать. Ăна вырăнти çынсем пысăк ăсталăхлă тухтăр пулнишĕн, ырă кăмăллăхĕшĕн хисеплеççĕ. Унăн сĕнĕвĕпе пулăшăвĕ яланах вырăнлă. Нумаях пулмасть Людмила Алексеевна Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлав министрĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ. Кун пек çитĕнÿсем ăста тухтăрăн малашне те пулсах пыччăр.
Роза ИЛЛАРИОНОВА
Август 2026 |
