Кӑҫал 1841 проект пурнӑҫланӗ

Категория: Общество Опубликовано: 10.04.2026, 08:48 Просмотров: 488

Чӑваш Енри хуласемпе ялсенчи пурнӑҫ ҫынсем хӑйсем тӑрӑшнипе хӑтлӑрах пулса пырать. Правительство ҫуртӗнчи эрнесерен иртекен планеркӑра «Ниме – халӑх бюджечӗ» программӑна пурнӑҫлассипе ӗҫ мӗнле пынине сӳтсе яврӗҫ.

2026 ҫулта ӗҫсен калӑпӑшӗ тӗлӗнтерет: республикӑра пурӗ 1841 пуҫарулӑх проектне 5 миллиард ытла тенкӗлӗх пурнӑҫа кӗртме палӑртаҫҫӗ. Проектӑн тӗп пайӗ – 1553-шӗ – ял территорийӗсене лекет. «Ниме – халӑх бюджечӗ» программа – хӑйӗн картишӗнчи е урамӗнчи улшӑнусемшӗн сасӑланӑ кашни ҫын умӗнчи пирӗн тӳрӗ обязательство. Ҫакӑн пек кашни пуҫару – пӗр сӑмахсӑр приоритет, вӗсем ҫынсем халӗ кӗтекен чӑн-чӑн улшӑнусем. Ҫавӑнпа нимӗнле тӑхтав та тума юрамасть. Муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем графиксене пӑхӑнассишӗн кашни яваплӑ», – палӑртрӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Олег Николаев пуҫарнипе пурнӑҫланакан «Ниме – халӑх бюджечӗ» программа 2025 ҫулта аталанӑвӑн ҫӗнӗ хӑватне илчӗ. Заявкӑсен шучӗпе чарусене пӑрахӑҫлани тата ҫул-йӗре анлӑлатни ҫынсен хастарлӑхне ӳстерчӗ. Республика правительствипе «Единая Россия» парти хӑйсен вӑйӗсене пӗрлештерсе «Городская среда» тата «Российское село» проектсем урлӑ республика сӑн-сӑпатне тӗпрен улӑштараҫҫӗ. Аукционсем вӗҫленсенех подрядчиксем ӗҫе тытӑнӗҫ. Кӑҫалах ҫынсем хӑйсен пуçарăвĕпе ҫӗнӗ ҫулсем, хальхи картишсем тата хӑтлӑ парксем пулса тӑнине курӗҫ. Муркаш округӗнче 86 пуҫарулӑх проектне пурнӑҫа кӗртме палӑртаҫҫӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6