Белок мĕн чухлĕ кирлĕ?

Категория: Общество Опубликовано: 03.04.2026, 11:01 Просмотров: 596

Сывлăх çирĕп, ÿт-тир таса пултăр тесен пирĕн организма яланах белок çителĕклĕ кирлĕ. Анчах унăн виçи мĕн чухлĕ пулмалла-ха?

Диетологсен сĕнĕвĕпе спортсменсен тата йывăр ĕçре кун ирттерекен çынсен хăйсен йывăрăшĕн кашни килограмĕ пуçне талăкра пĕр грамм белок çимелле. Çак виçе арçынсемшĕн те, хĕрарăмсемшĕн те çителĕклĕ. Енчен те эсир активлă пурнăçпа пурăнатăр тата спортпа туслă çыхăну тытатăр пулсан, талăкри белок нормине ÿстерни вырăнлăрах. Сирĕн тренировкăсен интенсивлăхĕ пысăк пулсан, белок виçи пысăк продуктсемпе ытларах усă курма тăрăшмалла. Тĕслĕхрен, пысăк вăй ыйтакан тренировкăсем ирттернĕ чух белокăн талăкри виçи çын йывăрăшĕн кашни килограмĕ пуçне 1,3 – 1,6 грамм пулмалла. Енчен те эсир тренировкăсене начарланас тĕллевпе ирттеретĕр пулсан, сирĕн хăвăр йывăрăшĕн кашни килограмĕ пуçне 1,6 – 2 грамм белок çиме тăрăшмалла. Çапла туни калори дефицичĕ вăхăтĕнчех мышцăсене упраса хăварма пулăшать. Кун пек чухне кĕлетке йывăрăшĕ çу хисепĕ чакнипе пĕчĕкленет. Белок виçи пысăк продуктсем Аяларах илсе кăтартнă продуктсем белоксемпе уйрăмах пуян шутланаççĕ. Вĕсемпе кулленхи апат-çимĕçре тăтăшах усă курма пултаратăр. Аяларах илсе кăтартнă таблицăра хăш-пĕр продуктăн 100 грамĕнче белок калăпăшĕ мĕн чухлĕ пулнине кăтартнине куратăр:

1. Сыр – 20 - 32 грамм.

2. Чăхăн тата индюкăн кăкăр ашĕ – 29- 31 грамм.

3. Тăпăрчă – 18 - 23 грамм.

4. Пăрçа йышши культурăсем – 20 – 23 грамм.

5. Ĕне ашĕ – 21 грамм.

6. Пулă – 14 - 21 грамм.

7. Мăйăр – 15 - 21 грамм.

8. Кĕрпесем – 10 - 15 грамм.

9. Макаронсем – 13 грамм.

10. Çăмарта – 13 грамм.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6