Пĕччен çынна кÿрентереççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 03.04.2026, 10:53 Просмотров: 588

Район хаçачĕн редакцине Çатракасси тăрăхĕнчи пĕр кинемей хăйĕн чун ыратăвĕпе килчĕ. Вăл кĕске çыру çырса килнĕ: «Çынна ырă туни ырăпах таврăнать теççĕ халăхра, анчах ман пурнăçра ун пек пулмарĕ. Хам малтан çынсене ырă туни, пулăшни халĕ ватлăхра усалпа таврăнма пуçларĕ. Эпĕ пĕччен пурăнакан ватă карчăк, ача-пăча çук, мана хута кĕрекен никам та çук. Ялти пĕр çемье мана çине тăрсах кÿрентерет. Хĕрарăмĕ мана усал сăмахпа хăртсан та ăна хирĕç нимĕн те калама юрамасть. Мĕн туса пурăнатăн, ма вилместĕн тет. Унччен вара эпĕ хăйсене мĕн чухлĕ пулăшрăм, стройка материалĕсене те илсе кайрĕç хăйсем патне. Хам больницăра выртнă чухне те япала тем чухлĕ йăтнă. Кивçен тесе 20 пин тенкĕ укçа илчĕç те 5 пин тенкине парса çитермерĕç. Астумасть терĕç пулĕ мана. Укçа енĕпе татах та улталарĕç. Çак çынсене пÿрт лартма та пулăшрăм хăй вăхăтĕнче. Çавна йăлтах манчĕç, мана халĕ кÿрентерсе пурăнаççĕ вĕсем. Тăвăнсах çитрĕм. Мĕн тумаллине те пĕлместĕп». Кинемей ыйтнă тăрăх унăн çырăвне пичетлерĕмĕр. Анчах та кÿрентерекенсен ятне палăртмарăмăр. Пирĕн пата кинемей кун пек çырупа тепре килсен полици сотрудникĕсемпе çыхăнма, кÿрентерекенсен ятне калама тивет.

Хаçат редакцийĕ

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6