Гектар пуçне вăтамран – 184,95 центнер

Категория: Общество Опубликовано: 03.04.2026, 10:52 Просмотров: 596

Тырă-пулă тухăçĕ вăрлăх пахалăхĕнчен те нумай килет. Çакна шута илсе Раççейри агроном-ăсчахсем тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен çĕнĕ сорчĕсене хатĕрлессипе тăтăшах шыравра. Иртнĕ вырмара Орел облаçĕнче «Щелково Агрохим» хуçалăхра кĕрхи тулăн рекордлă тухăçне туса илни пирки пĕлтернĕ. «Производство рекорчĕ – ÿсĕмлĕ ĕç кăтартăвĕ. Вăл малалла талпăнса ĕçлемелли çул-йĕре кăтартать. Паян Орел облаçĕ, пĕтĕмĕшле пăхсан, тыр-пул тухăçне гектар пуçне вăтамран 55 центнертан кая мар илме май пуррине çирĕплетет. Ку вăл – пысăк кăтарту. Паянхи рекордлă ĕç-хĕл пирĕн умри çĕнĕ тĕллевсене çирĕплетет», – тенĕ «Щелково Агрохим» хуçалăхăн генеральнăй директорĕ, Раççейри наукăсен академийĕн академикĕ С. Куракотов. Çĕнĕ сортсем пирки паян çакна çирĕплетсе калама пулать: «Ермоловка» – пысăк интенсивлă çÿллĕ ÿсмен сорт. Ăна Раççей Федерацийĕн селекци ÿсĕмĕсен патшалăх реестрне 2025 çулта кĕртнĕ. Производствăн çĕнĕ тухăçне – гектар пуçне вăтамран 140,2 центнер тухăç туса илнĕ – «Дубовицкое» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра регистрациленĕ. Унчченхи тухăç рекорчĕ 2023 çулта гектар пуçне вăтамран 103,7 центнерпа танлашнă. «Зюгановка» – кĕрхи тулăн пысăк пахалăхĕпе палăракан вăтам тапхăрта пулса çитекен сорчĕ. «Бетагран вăрлăх» селекци лаптăкĕсенче вăл чи пысăк тухăçпа савăнтарнă – гектар пуçне вăтамран 184,95 центнер. Ку вăрлăхăн унчченхи тухăç рекордне 2022 çулта Британи фермерĕ Тим Ламиман çирĕплетнĕ пулнă. Вăл ун чухне гектар пуçне 179,6 центнер тырă туса илнипе танлашнă. Кĕрхи тулăн икĕ сорт ÿсĕмне те Раççей рекорчĕсен кĕнекин представителĕ Александр Пересвет паллă туса хăварнă.

– Юлашки виçĕ çул хушшинче кĕрхи тулăн рекордлă тухăçĕ пĕр регионтах, пĕр ял хуçалăх предприятийĕнчех тата пĕр лаптăкрах сыхланса юлать. Кун пекки ниçта та нихăçан та пулманран çак кăтарту тĕнче рекорчĕпе танлашать. Çапла вара Орел облаçĕпе кунти «Щелково Агрохим» хуçалăх тĕнчипех малти ретре, – тенĕ вăл. Икĕ сортне те «Щелково Агрохим» хуçалăх селекционерĕсем Раççейри наукăсен академийĕн член- Корреспонденчĕ Александр Прянишников ертсе пынипе туса кăларнă. Кĕрхи тулăн «Ермоловка» тата «Зюгановка» сорчĕсем – тырă-пулăн çĕнĕ тухăçĕ пирки шутлаттаракан вăрлăхсем.

ПОЛЕ.РФ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6