Вӑл ялсене газ кӗртнӗ, ҫул тунӑ

Категория: Общество Опубликовано: 03.04.2026, 10:20 Просмотров: 573

Муркаш муниципалитет округӗнче «Раҫҫей спорчӗ» федераци программипе килӗшӳллӗн, Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхĕн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Алексей Иванова асӑнса XVI турнир иртрӗ. Вӑл нумай ҫул «Герой» колхоза ертсе пынӑ. Турнир ҫак канмалли кунсенче Шурчари шкулта пулчӗ.

Спорт уявне хутшӑнакансене «Герой» хуҫалӑх ертӳҫи Ростислав Тимофеев, Ярапайкасси территори пайӗн Пуҫлӑхӗ Олимпиада Веселова тата спорт уявӗн ытти хӑнипе пайташӗсем саламларӗҫ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, мероприяти сумлӑ ентешӗн ятне упрама, ҫамрӑксем хушшинче сывӑ пурнӑҫ йӗркине сарма пулӑшать. «Алексей Николаевич ҫак территорие, районти ял хуҫалӑхне аталантарма нумай ӗҫ тунӑ. Алексей Иванов ертсе пынипе хуҫалӑх ялсене газ кӗртессипе те, асфальтлӑ ҫулсем тӑвассипе те хастар ӗҫленӗ. Вӑл ял ҫыннисен чӗринче, ӗҫӗнче юлӗ», – палӑртрӗ Ростислав Тимофеев. Ӑмӑртӑва Шурча, Кӳстерек, Шуркасси, Итакачкасси, Милютакасси ялӗсенчи пилӗк команда хутшӑнчӗ. Спортсменсем 5 дисциплинӑра тупӑшрӗҫ: волейбол, дартс, сӗтел ҫи теннисӗ, шашка тата кире спорчӗ. Унта хутшӑнакансем пурте пысӑк шайри хатӗрленӳ тата ҫӗнтерес кӑмӑл кӑтартрӗҫ. Турнир туслӑ атмосферӑра иртрӗ, ял ҫыннисемшӗн чӑн-чӑн спорт уявӗ пулса тӑчӗ. Хальхинче Милютакасси команди ҫӗнтерчӗ – куҫса ҫӳрекен Кубок вӗсем патне кайрӗ. 2-мӗшӗ – Шурча команди, 3-мӗшӗ – Итакачкасси команди. Спорт уявӗ пурне те лайӑх кӑмӑл-туйӑм парнелерӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6