Раҫҫей Соцфончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ ачана пӑхса ӳстерме илнӗ ҫемьесене пӗр хутчен паракан пособи тӳлет. 2025 ҫулта ҫакӑн пек тӳлеве республикӑра пурӑнакан 160 ытла ҫемье илнӗ.
Ачана усрава илнӗ чухне пӗр хутчен паракан пособи – усрава илекенсем, опекунсем, попечительсем е усрава илекен ашшӗ-амӑшӗсем илме тивӗҫлӗ пулӑшу виҫи. Вӗсем Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсем пулни, Раҫҫей территорийӗнче яланах пурӑнни пӗлтерӗшлӗ. Тӳлеве палӑртнӑ виҫепе параҫҫӗ, вӑл ҫемьен тупӑш шайӗнчен килмест. 2026 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнчен тӳлевсен виҫине 5,6 процент индексациленӗ, 28 450,45 тенкӗпе танлашать. Енчен те ҫемье 7 ҫултан аслӑрах ачана, инвалид ачана е темиҫе ачана (пӗртӑвансемпе е йӑмӑксемпе) усрава илет пулсан, пӗр хутчен тӳлемелли тӳлев кашни ачашӑн 217 384,58 тенкӗпе танлашать. Пособи илме патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче, МФЦ-ра е Раҫҫей Соцфончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн клиент службинче заявлени памалла. Заявлени суд усрава илесси ҫинчен тунӑ йышӑну, опекӑпа попечительство органӗ опека палӑртасси е ачана ҫемьене илесси ҫинчен тунӑ йышӑну саккунлӑ вӑя кӗнӗренпе 6 уйӑхран кая юлмасӑр памалла. Заявление 10 ӗҫ кунӗ хушшинче пӑхса тухаҫҫӗ. Документсем тата организацисенчен кирлӗ сведенисем ҫук чухне заявление пӑхса тухмалли вӑхӑта 20 ӗҫ кунӗ таран тӑсма пултараҫҫӗ. Тӳлев майлӑ йышӑну тунӑ самантран пуҫласа 5 ӗҫ кунӗ хушшинче ҫитӗ.
Август 2026 |
