Анаткас ял библиотекинче аслӑ полководеца А.В. Суворова халалласа «Белая ладья» ятпа шахмат турнирӗ иртрӗ.
Библиотека заведующийӗ Галина Андреева хутшӑнакансене пурне те саламларӗ, шахмат вӑл – чӑтӑмлӑ та тӗллевлӗ ҫынсемшӗн вӑйӑ, пӗтӗм тӗнчипе паллӑ кану тӗсӗ пулнине каласа пачӗ. Шахмат стратеги шухӑшлавне, ӑс-тӑна тата хӑйне хӑй тӗрӗслесе тӑрассине аталантарнине палӑртрӗ вӑл. Галина Андреева пур хутшӑнакана та ӑнӑҫу, тӳрӗ вӑйӑ сунчӗ. Ӑмӑрту "Раҫҫей спорчӗ" патшалӑх программипе килӗшӳллӗн иртрӗ.
Турнира Элӗк, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай тата Етӗрне округӗсенчен, ҫавӑн пекех Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчен шахматистсем килнӗ. Пурӗ тӗрлӗ ӳсӗмри 20 ҫын хутшӑнчӗ:10 – 78 ҫулсенчисем. Ӑмӑрту туслӑ атмосферӑра 6 сехете тӑсӑлчӗ. Турнир судйи Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗн Чӑваш Енри Муркаш уйрӑмӗн канашӗн председателӗ Петр Скворцов пулчӗ. Мероприятие ирттерме спонсор пулса Суворов яч. хис. хуҫалӑх пулӑшрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене турнир вӗҫӗнче пӗлтерчӗҫ. Хӗрарӑмсем хушшинче: 1-мӗш вырӑнта – Раиса Прастухова, 2-мӗш вырӑнта – Зинаида Андреева. 3-мӗш вырӑнта (хӗр ачасем хушшинче) – Виктория Смирнова, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи 65-мӗш шкулӑн 5-мӗш класӗнче вӗренекен. Арҫынсем хушшинче: 1-мӗш вырӑнта – Даниил Еремеев, Етӗрне территори пайӗн 10-мӗш класӗнче вӗренекен, 2-мӗш вырӑнта – Алексей Андреев, Хусан хулинчи Суворов училищин 9-мӗш класӗнче вӗренекен, 3-мӗш вырӑнта – Александр Альгешкин, Хӗрлӗ Чутай территори пайӗн представителӗ.
Хамӑр инф
Август 2026 |
