«Кĕмĕл сасă» фестиваль

Категория: Общество Опубликовано: 03.04.2026, 09:39 Просмотров: 628

Муркашри Культура ҫуртӗнче эстрада юррисен XXVII «Кĕмĕл сасă – 2026» фестивалӗ иртрӗ. Ӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Кӗҫӗн тӑван ҫӗршыв культури» парти проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркелерӗҫ.

Кӑҫал конкурса ҫӗршыври 18 юрӑҫ хутшӑнчӗ. Артистсемпе хӑнасене Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ Валерий Клементьев, Муркаш округӗнчи культурӑпа архив ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Любовь Рыжкова тата округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Александр Давыдов саламларӗҫ. Вӗсем пурне те юрӑ уявӗпе салам сăмахӗ каларӗҫ, конкурсантсене ӑнӑҫу сунчӗҫ. Укҫа-тенкӗ енчен Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов тата Муркаш округӗн депутачӗсен Пухӑвӗнчи «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Павел Вязов пулӑшрӗҫ. Пирӗн округри тӑватӑ артистка та фестивале хутшӑнчӗҫ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх юрӑҫсене тӗрлӗ номинацире дипломсем пачӗҫ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6