«Салтаксем патне пулăшу çитертĕмĕр»

Категория: Общество Опубликовано: 03.04.2026, 09:36 Просмотров: 583

Çапла пĕлтерчĕ депутатсен Муркаш округ Пухăвĕн депутачĕ, «Единая Россия» партин Москакассинчи пуçламăш уйрăмĕн секретарĕ, партин пуçламăш уйрăмĕсен регионти канашĕн пайташĕ, округ активисчĕ Светлана Расколова. Вăл ятарлă çар операцине хутшăнакан Москакасси, Муркаш, Элĕк тăрăхĕсенчи салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕ çитерчĕ. Активист каланă тăрăх, салтаксем патне гуманитарипе адреслă кайнă.

– Кам патне çитме палăртнă, пурин патне те çитрĕмĕр, палăртнисене никама та уйăрса хăварман. Çулĕ вăрăм пулчĕ, Луганск, Донецк, Херсон, Запорожье территорийĕсене, Симферополь хулине çитрĕм. Кайса килме пĕр эрне çитрĕ, – терĕ вăл. Гуманитари пулăшăвне пухма Москакасси территори пайĕ, вăл шутра пай пуçлăхĕ Денис Кириллов, Москакасси шкулĕ, «Моргаушцы-Zа Победу» волонтер ушкăнĕн активисчĕсем хутшăннă. Паллах, «Единая Россия» парти депутачĕ Светлана Расколова пысăк тÿпе хывнă. Шкул ачисем çырнă çырусем те салтаксене хавхалантарнă. Депутат çар пайĕсенче калаçу ирттернĕ, асăннă парти салтаксем валли епле пулăшу мелĕсем кĕртнине ăнлантарнă. Тĕл пулу пуриншĕн те усăллă тата кăмăллă иртнĕ. Ку кăна та мар, нумаях пулмасть Светлана Расколова секретарь тата Москакасси территори пайĕн пуçлăхĕ Денис Кириллов «Нива» автомашина тата çуллахи резина комплекчĕ туянса çĕршыв хÿтĕлевçисем патне ăсатрĕç. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнă вăхăтранпах москакассисем фронта пулăшса пыраççĕ, салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ ăсатаççĕ, ăшă тум, апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Асрах-ха «СВОим посвящается» патриот фестивалĕ те. Çакă та Москакассинче çуралчĕ. Светлана Расколова йĕркеленипе вĕсен активлăхне кура асăннă парти москакассисем валли грант пулăшăвĕ уйăрчĕ. Фестивале хутшăнакансем йышланса пыраççĕ. Йĕркелÿçĕсем каланă тăрăх, çак мероприятие вĕсем çÿллĕрех шая кăларма хатĕрленеççĕ. Çакă та москакассисен пуçарулăхне çирĕплетет.

«Пирĕн ентешсем, ытти салтаксем фронтра тăрăшнă тата пирĕн мирлĕ пурнăçа сыхланă чухне эпир те çак ĕçрен аякра тăрса юлма пултараймастпăр, тĕрлĕ енĕпе май пур таран пулăшатпăр. Ыттисене, вăл шутра депутатсене те, çак ĕçе активлăрах хутшăнма ыйтатăп. Пĕрле пулнипе кăна çĕнтерĕве хăвăртрах çывхартма пултарăпăр», – терĕ округ активисчĕ.

Çак ĕçсем «Единая Россия» политика партийĕн пуçламăш уйрăмĕ вырăнсенче мĕнле ĕçленине çирĕплетет. Москакассисем – ыттисемшĕн ырă тĕслĕх.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6