Аграрисем валли патшалӑх пулӑшӑвӗн 109 мелне сыхласа хӑварӗҫ

Категория: Общество Опубликовано: 03.04.2026, 09:31 Просмотров: 590

Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствин коллегийӗн, Агропромышленноҫ комплексӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн тата Аслӑ экономика канашӗн пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ.

Ял хуҫалӑх отрасльне, территорисене патшалӑх пулӑшӑвӗн мерисемпе тивӗҫтерес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Унӑн калӑпӑшӗ кӑҫал пысӑкланса 9,3 миллиард тенкӗпе танлашӗ, ҫав шутран 5,5 миллиард тенкине ял хуҫалӑхне аталантарма ярӗҫ. 2021 ҫулхипе танлаштарсан, АПК тата ял территорийӗсене укҫа-тенкӗ уйӑрасси 2,1 хут ӳснӗ. Ҫак цифрӑсем ҫирӗп ӳсӗм туртӑмне кӑтартаҫҫӗ. «Чӑваш Енре пулӑшу формисем чылай ӗҫлеҫҫӗ. Анчах ял хуҫалӑх производствине хутшӑнакансем пурте ҫак майсемпе туллин усӑ курмаҫҫӗ, хӑйсен ӗҫӗнче хальхи мелсене пурнӑҫа кӗртмеҫҫӗ. Муниципалитет округӗсен пуҫлӑхӗсен аграри сферинчи кашни фермера, кашни хуҫалӑх субъектне шута илмелле, пирӗн пур ресурссемпе те хастар усӑ курмалла», – палӑртрӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. «Чӑваш Енри агропромышленноҫ комплексӗ 2025 ҫула тивӗҫлипе вӗҫлерӗ. Республика производство ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхӗпе ПФО регионӗсен малти тӑваттӑшĕн йышне кӗнӗ, выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗн индексӗпе 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ», – тенӗ Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев. Кӑҫал республикӑра аграрисем валли патшалӑх пулӑшӑвӗн 109 мерине те сыхласа хӑварӗҫ. Сӑмахран, ӳсен-тӑран ӳстерме 27 ҫул-йӗр пӑхса хӑварнӑ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетме – 15. Ял хуҫалӑх продукцине тарӑннӑн тирпейлессине аталантарасси, ҫавӑн пекех АПК объекчӗсене ҫӗнетесси ҫине уйрӑмахь тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Хуҫалӑхӑн пӗчӗк формисене пулӑшасси малалла пырать. Кӑҫалтан грантсене 4-шар енпе параҫҫӗ, ҫав шутра – пӗрлештернӗ «Агростартап» тата «Ҫемье фермисем» грантсем те. Харпӑр хӑй хушма хуҫалӑхсенче республикӑри ял хуҫалӑх продукцийӗн 39 процентне туса илеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсене аталантарасси тата хӑй тӗллӗн ӗҫлекен граждансене пулӑшасси ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑраҫҫӗ. 2026 ҫулта патшалӑх пулӑшӑвне 11 енӗпе пӑхса хӑварнӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ял хуҫалӑхӗнче ӗҫ тухӑҫлӑхне, АПК-ра ӗҫ укҫин шайне ӳстересси пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. Чӑваш Енре вырӑнти фермерсенчен ял хуҫалӑх продукцине ҫулталӑкӗпех сутассине тивӗҫтерекен агроагрегаторсене ӑнӑҫлӑ йӗркеленӗ тӗслӗхсем пур. Етӗрнери теплицӑн ӗҫ опычӗ кӑтартуллӑ. Кунта агрегаторпа тачӑ ҫыхӑну йӗркеленӗ, сезона пӑхмасӑр ҫирӗп хакпа гарантиленӗ сутлӑха тивӗҫтернӗ. Маларах Чӑваш Ен Правительствин Председателӗ Сергей Артамонов Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗнче тунӑ отчетра АПК-ри инвестици тата пуҫарулӑх проекчӗсен сферинчи планӗсем ҫинчен каласа панӑччӗ. «Халӗ республикӑра пурӑнакан кашни виҫҫӗмӗш ҫын ялта пурӑнать. Ҫынсене ял территорийӗсенче сыхласа хӑварасси, вӗсене ӗҫ тата тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи парасси – пирӗн тӳрӗ тивӗҫ. Ҫавӑнпа та 2026 ҫулта АПК-ра 74 инвестици проектне пулӑшу пама, 285 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме палӑртатпӑр. Кунта ҫынсем хӑйсен ялӗсене аталантарма хӑйсем хутшӑнни пӗлтерӗшлӗ. «Ниме» пуҫарулӑх бюджечӗн программипе ял территорийӗсенче 4 миллиард тенкӗлӗх 1553 проекта пурнӑҫлӑпӑр», – тенӗ премьер-министр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6