Юсавлă техника – тухăç никĕсĕ

Категория: Общество Опубликовано: 03.04.2026, 09:26 Просмотров: 611

Ака уйăхĕ. Васкаса юр ирĕлнĕ вăхăт. Пурнăç уттичен юлманнисем паян çанă тавăрса çур акине хатĕрленеççĕ. Патшалăх техника надзорĕн районти инспекцийĕ çур акине хутшăнакан тракторсем ĕçе епле хатĕррине тĕрĕслеме пуçларĕ. Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче çак хаклав Е. Андреев яч. хис. хуçалăхра иртрĕ.

– Çурхи кун – хресченшĕн чи яваплă тапхăр. Çур акине кĕске вăхăтра тата çĕр ĕç технологине çирĕп пăхăнса ирттерес тесе хатĕрленетпĕр, – калаçрĕ Е. Андреев яч. хис. хуçалăх ертÿçи Виталий Семенов (сăн ÿкерчĕкре сулахайри). Виталий Иосифович сăмахĕсене тракторсене акана хатĕрлекенсем кулленхи ĕçпе çирĕплетеççĕ. Кашнин тракторĕ паян витринăри пек ларать. Механизаторсен те кăмăлĕсем лайăх.

– Кашни çыннăн хăйне çирĕплетсе панă ĕç вырăнĕнче ответлăха туйса ĕçлемелле, – терĕ опытлă механизатор Александр Семенов. Унăн трактор штурвалĕ умĕнчи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 45 çул ытла. Çурхи уй-хире трактор штурвалĕ умĕнче ларса тухакансенчен кашниншĕнех кăçалхи çур аки пĕрремĕш мар. Çавăнпа та вĕсем хăйсен умĕнчи тĕллевĕсене те лайăх ăнланаççĕ. Паянхи сăн ÿкерчĕкре эсир 7 трактортан пурне те техосмотр тăратса ĕçе тухма ирĕк илнĕ механизаторсен ушкăнне куратăр: А. Порфирьев, Д. Семенов, А. Семенов, А. Семенов, В. Никитин, В. Димитриев.

Хуçалăхра çурхи уй-хир ĕçĕсен планне хатĕрленĕ, çуртри вăрлăхне 100 проценчĕпех ака кондицине çитернĕ. Ĕç вăйĕ çителĕклĕ, вĕсемпе килĕшÿ тунă. Апла пулсан çуртрисене 550 гектар акса хăварасси тата 468 гектар йышăнакан кĕртрисен лаптăкĕнче вăхăтра нÿрĕк тытса апатлантарса хăварасси, çĕршер гектар пусу уйĕсем хатĕрлесси çĕр ĕçченĕшĕн çĕнме çук йывăрлăх мар. Патшалăх техника надзорĕн районти инспекторĕ Сергей Николаев (сăн ÿкерчĕкре сылтăмри) хуçалăх техника тĕрĕслевне лайăх хатĕрленнине ырларĕ, ĕçре хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмаллине палăртрĕ.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6