Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗнче эпир виҫӗ патшалӑх программине – цифровизацие, транспорта тата спорта – пӗтӗмлетрӗмӗр. Кашни направленипе уҫӑмлӑ задачӑсемпе йышӑнусене палӑртрӑмӑр. Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтерчӗ.
Медиахолдинг. Пирӗн тӗллев – район хаҫачӗсене упраса хӑварасси тата аталантарасси. Ҫав хушӑрах редакцисем валли пӗрлехи сервис – юридици, бухгалтер, технологи тата маркетинг пулӑшӑвӗ – йӗркелетпӗр. Журналистсем тӗп ӗҫ ҫине тимлӗх уйӑрӗҫ – республика пурнӑҫӗ ҫинчен пур платформӑра та пахалӑхлӑ, вӑхӑтра тата оперативлӑ каласа парӗҫ.
Юхан шыв транспорчӗ. Ларура ку ҫул-йӗр ҫине сахал тимлӗх уйӑрнӑ. Ҫав вӑхӑтра ку логистика ыйтӑвӗ кӑна мар, республикӑн шалти пурнӑҫне, туризма тата инвестици илӗртӳлӗхне – Шупашкара та, пирӗн пӗчӗк хуласене те – аталантармалли пӗлтерӗшлӗ фактор та. Системӑллӑ йышӑнусемпе конкретлӑ сӗнӳсем тӑратма хушрӑм.
Спорт. Кунта ӗҫе малалла тӑсатпӑр: пирӗн спортсменсене пулӑшатпӑр, ҫав вӑхӑтрах ресурссемпе тухӑҫлӑ та тӗрӗс усӑ курассине тивӗҫтеретпӗр. Тӗллев – тунӑ позицисене вӑйлатасси, малалла ӳсме, аталанма майсем туса парасси.
Август 2026 |
