Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне – тӳлев

Категория: Общество Опубликовано: 03.04.2026, 09:19 Просмотров: 613

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисем, блокадӑри Ленинградра пурӑннисем, концлагерьте пулнисем, тыл ӗҫченӗсем тата "вӑрҫӑ ачисем" валли Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне укҫан тӳлеме йышӑнтӑм. Ҫак тӗллевпе 120 млн тенкӗ ытла пӑхса хӑварнӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтерчӗ.

Эпир пурте ҫав йывӑр вӑхӑтсенче тӳссе ирттернӗ ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвне тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ҫӗршыва ҫӗклекенсене чун-чӗререн тав тӑватпӑр. Вӗсене яланах тимлӗхпе, тӑрӑшулӑхпа, пулӑшупа хупӑрлани пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн тивӗҫ – вӗсен чӑнлӑхне, чун хавалӗн вӑйне ҫитес ӑрусене парасси. Кашни ветеран пӗлтӗр тесе пурне те тӑватпӑр: унӑн паттӑрлӑхӗ пирӗн чӗресенче, пирӗн асӑмра пурӑнать. Асра тытатпӑр, кашнинех тав тӑватпӑр, хамӑрӑн аслӑ историе упратпӑр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6