Хисеплĕ культура ĕçченĕсем!

Категория: Общество Опубликовано: 27.03.2026, 15:24 Просмотров: 202

Çак ĕçĕн ветеранĕсем! Сире хăвăрăн професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Эсир тăван халăх культурине, унăн ырă йăли-йĕркине сыхласа хăварас тата малалла аталантарас тесе тăрăшатăр. Çак ĕçе ял çыннисене хăйсене те явăçтаратăр. Муркаш тăрăхĕнче пĕр мероприяти те культура ĕçченĕсем хутшăнмасăр иртмест. Художество пултарулăх ушкăнĕсем вырăнсенче, округ шайĕнче иртекен мероприятисене илем кÿреççĕ. Эсир ял çыннисен канăвне, вĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме тĕрлĕрен май туса паратăр. Тавах сире хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн, тĕрлĕ енлĕ пултарулăхăршăн.

2026 çула Чăваш Республикинче халăхсен туслăхне халалланă.Çавăн пекех Раççейре кăçал халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне паллă тăватпăр. Эсир çитĕнекен ăрăва хамăрăн çĕршывăн мухтавлă историйĕпе пуян культурине чун-чĕрепе туйма вĕрентесси, вĕсене халăх туслăхĕн ырă тĕслĕхĕсем çинче патриотизмла воспитани паракан ĕçсене ытларах тăвасси пирки те пĕрре те иккĕленместпĕр. Пурсăра та çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телей, ĕçре ăнăçу сунатпăр.

Округ пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Александр ИВАНОВ.

Депутатсен округри Пухăвĕн председателĕ Александр ДАВЫДОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6