Асăрхану тĕп вырăнта пултăр

Категория: Общество Опубликовано: 27.03.2026, 10:57 Просмотров: 227

Ирĕке кайнă вут-çулăм шелсĕр. Вăл туххăмрах хăй хыççăн шĕл кăвар хăварса пурăнмалли çурт-йĕре, хушма хуралтăсене, пурлăха илсе тухса каять. Унран та ытларах инкек вăл – пушарта çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни. Халĕ калани кашниншĕнех паллă, анчах пушар хуралĕнче тăракансем час-часах пулăшăва васкани çынсем нумай чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни çинчен калать. Пĕтĕмĕшле лару-тăру пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалли пирки ыйтать. Апла пулин те...

Кил-çуртри е ытти вырăнти пушар нумай чухне çынсем унран сыхланмалли правилăсене пăхăнманнинчен е вĕсене сĕмсĕррĕн пăснинчен пуçланнине çирĕплетеççĕ. Çапла вара кĕске самантрах харпăрлăхри миллионшар тенкĕлĕх пурлăх кĕлленет. Ирĕке кайнă çулăмра час-часах выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк вилет, çынсем пиçсе каяççĕ е, татах хăрушăрах, вĕсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне пирĕн округра пĕлтĕр 8 пушар пулнă пулсан, кăçал та вут-кăвар ирĕке кайнă тĕслĕхсем 8 çитрĕç. Пулнă инкексем ытларах килти хушма хуçалăхсемпе çыхăннă. Çак тĕслĕхсенче мунча çунни – иккĕ, хуралтăсем çунни – иккĕ, пурăнмалли çурт çулăм тыткăнне лекни пĕрре пулчĕç. Тепĕр тĕслĕхре «хĕрлĕ автан» автомашинăра тухрĕ. Инкексем виçĕ хутчен кăмака юсавсăррипе çыхăннă, тепĕр тăватă тĕслĕхĕнче электричествăпа усă курас йĕркене пăснипе вăй илчĕç. Кашни инкекпех кая хăвармасăр вырăнта пурăнакансемпе ăнлантару ĕçĕсем ирттертĕмĕр.

«Хĕрлĕ автан» алхаснă тĕслĕхсенче кăçал пирĕн муниципалитет округĕнче çынсем пурнăçран уйрăлни тата суранланни пулман. Анчах çакă пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасси çине алă сулмаллине пĕлтермест. Çакна та асăрхаттарса хăварас килет. Кăçал юр хулăн пулнă пирки ялсенче уйрăм хуралтăсем ишĕлсе анас хăрушлăх пысăкки курăнать. Чылай хуралтăра ял çыннисем электричество çутипе усă курнине шута илсен, çуртсем ишĕлнĕ чухне кĕске замыкание пула пушар тухас хăрушлăх та пĕчĕк мар. Çакна шута илсе çивиттисем çинчи юра çанталăк ăшăтиччен тасатасси паян тĕп вырăнта пулмалла. Ку вăл пысăк инкексене сирсе яма пулăшасси пирки иккĕленÿ çук. Муркашри 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕнче службăра тăракансем кирек хăш вăхăтра та пуç çĕкленĕ пушарпа кĕрешме хатĕр. Çак тимлĕх хăйсеннипе пĕрлех халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ объектĕнче те çÿллĕ шайра пултăр тесе эпир тăтăшах вырăнсене тухса специалистсемпе, ялсенче пурăнакансемпе ăнлантару ĕçĕсем ирттеретпĕр. Нумай чухне çакă пушарсем тухассине чакарма май парать. Анчах вăл лăпланмалли сăлтав пулманнине те кашнин ăнланмалла. Ахальлĕн самантлăх лăплану пысăк инкеке çаврăнса тухма пултарать. Çавăнпа та пушар хăрушсăрлăх правилисене пурин те çирĕп пăхăнмалла. Кĕскен республикăри пушар хăрушсăрлăхĕ пирки. Кăçалхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне çăлавçăсем республикăра вут-кăвар алхаснă 251 тĕслĕхе регистрациленĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 5 тĕслĕх нумайрах. Çак лару-тăру вырăнсенче пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕпрех пăхăнмалли пирки асăрхаттарать тесе шутлатăп. Кунпа пĕрлех паян яллă вырăнсенче шыв илессинчен тата çурхи пăр çине кĕрессинчен асăрханни те ытлашши пулмасть.

Иван ИВАНОВ, патшалăх пушар надзор инспекцийĕн Муркаш муниципалитет округĕнчи аслă инспекторĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6