«Спортсмен пулмасан та пултаратӑн эсӗ, анчах физкультурник пулма тивӗҫ»

Категория: Общество Опубликовано: 27.03.2026, 10:40 Просмотров: 223

Йӗлтӗр эстафетипе Муркаш муниципалитет округӗн кубокне «Сывлӑх» спорт шкулӗн, Муркаш территори пайӗн, «Пӗрремӗш чӳрече завочӗн» командисем тивӗҫрӗҫ.

«Муркашсем йӗлтӗр спортне юратаҫҫӗ. Округра спортӑн ҫак тӗсӗпе нумай мероприяти иртет. Эпир республика ӑмӑртӑвӗсене хастар хутшӑнса ҫӗнтеретпӗр. Спортсмен пулмасан та пултаратӑн эсӗ, анчах физкультурник пулма тивӗҫ. Ҫак девиз малашне мӗнпур спорт ӑмӑртӑвӗн девизӗ пултӑр», – палӑртрӗ Муркаш муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан, «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ Александр Иванов спорт уявне уҫнӑ чухне. Ӑмӑрту «Раҫҫей спорчӗ» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн иртрӗ. Александр Иванов палӑртнӑ тӑрӑх, паян Муркаш спортсменӗсем: «Сывлӑх» спорт шкулӗн воспитанникӗсем Дамир Григорьев, Роман Рыжков, Глеб Архипов тата Валерия Иванова Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ командин йышӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Пионерская правда» ӑмӑртӑвне Ижевска тухса кайнӑ. Паянхи ӑмӑртусене хутшӑнакансене лайӑх кӑмӑл-туйӑм, лайӑх кӑтартусем сунчӗ. Спорт мероприятийӗсенче командӑсен шучӗ ӳсессе шаннине те пӗлтерчӗ вӑл. Ҫак спорт уявӗнче «ҫӗнӗ ҫынсем» те паян ҫителӗклӗ: пӗрремӗш хут хӑйсен командисемпе СВО пайташӗсем, округ депутачӗсен Пухӑвӗ, депутатсен Пухӑвӗн Ҫамрӑксен парламенчӗ хутшӑнаҫҫӗ. Депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Александр Давыдов палӑртнӑ тӑрӑх, паянхи ӑмӑрту – ӑмӑрту кӑна мар, кунта килнисемшĕн кашниншӗн уяв та. Пурне те спорт уявӗпе саламласа телейлӗ йӗлтӗр йӗрӗ сунчӗ.__ Муркаш округӗн Хисеплӗ гражданинӗ, округ депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ, паянхи мероприятин тӗп спонсорӗ Павел Вязов, «Сывлӑх» спорт шкулӗн директорӗ Александр Куликов салам сӑмахӗсемпе пурне те ӑнӑҫлӑ старт тата питӗ лайӑх финиш сунчӗҫ.

Спорт уявне чаплӑн уҫнӑ чухне йӗлтӗрпе чупассипе республикӑри, Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене, округри спорт ӑмӑртӑвӗсене ялан хутшӑнакан командӑсене хатӗрленӗ тренерсене чысларӗҫ. ГТО-н «ылтӑн» паллисене те пачӗҫ. «Сердца трех» ушкӑн вара пурне те илемлӗ юрӑсем кӑна мар, лайӑх кӑмӑл-туйӑм та парнелерӗ. Пухӑннисене пурне те лайӑх кӑмӑл тата спорт хастарлӑхӗ VIP-чупу парнелерӗ. Чи малтан муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Алек- сандр Ивановпа пӗрле шӑпах предприятисен, организацисен, учрежденисен ертӳҫисем, территори пайӗсен пуҫлӑхӗсем старт илчӗҫ. Вӗсем 1 километрлӑ дистанцие ҫӑмӑллӑнах чупса тухрӗҫ. Арҫын ертӳҫӗсем хушшинче финиша чи малтан Александр Давыдов вирхӗнсе кӗчӗ, ун хыҫҫӑн – Леонид Петровпа Антон Баранов. Хӗрарӑм ертӳҫӗсем хушшинче йӗлтӗр йӗрӗ ҫинче чи вӑр-варрисем Манефа Колесникова, Олимпиада Веселова, Эльвира Портнова пулчӗҫ. Унтан учительсен коллективӗсен командисем старта тухрӗҫ. Хальхинче кубока «Сывлӑх» спорт шкулӗн команди çĕнсе илчӗ. Муркаш шкулӗн команди 2-мӗш вырӑн, Нискасси шкулӗн команди 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Территори пайӗсен командисем хушшинче чи малтан Муркаш территори пайӗн команди эстафетӑна вӗҫлерӗ. Ун хыҫҫӑнхи призлӑ вырӑнсем Ярапайкасси тата Шетмӗпуҫ территори пайӗсен командисене лекрӗҫ. Предприятисен, организацисен тата учрежденисен командисем хушшинче призлӑ вырӑнсене ҫапла пайланӑ: 1-мӗш вырӑн – «Пӗрремӗш чӳрече завочӗн» команди, 2-мӗш вырӑн – СВО пайташӗсен команди, 3-мӗш вырӑн – Ҫамрӑксен парламенчӗн команди. Спорт уявӗ аван иртрӗ, унта хутшӑнакансенчен кашнинче ҫутӑ самантсем юлчӗҫ.Умра вара тата нумай-нумай спорт пулӑмӗсем кӗтеҫҫӗ.

Надежда Суворова.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6