Çапла хак пачĕç Муркаш округĕнчи сцена искусствине юратакансем Оринин халăх театрĕн çĕнĕ спектаклĕпе паллашнă май.
Иртнĕ ĕмĕрте йĕркеленнĕ халăх театрĕн коллективĕ хăйĕн сумлă ятне упраса аслă ăрурисен ырă ĕçне-хĕлне малалла аталантарса пырать. Йышлă коллектива 2013 çултанпа Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Аркадий Андреев ертсе пырать. Вăл Тури Панкли ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хĕсметре службăра тăнă хыççăн 1989 çулта Мускаври М.С. Щепкин ячĕллĕ театр институтне вĕренме кĕнĕ. 1993 çулта вăл драма театрĕпе кино актерне вĕренни çинчен диплом алла илет. Çавăнтанпа Шупашкарти К. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕнче спектакльсенче вылять. Вăл Оринин халăх театрĕпе те тачă çыхăну тытать. Кунта режиссер тивĕçне пысăк ăсталăхпа пурнăçлать. Тăрăшнине кура артистсен сцена çинчи ăсталăхĕ те ÿсет. Пĕр кунхине Москакассипе çывăхри ялсенче пурăнакансем каçхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн ялти Культура çуртне йышлăн пухăнчĕç. Сăлтавĕ те пур: Оринин халăх театрĕн артисчĕсем куракансене А. Горбачев çырнă «Василиса кин кĕртет» водевильпе – репертуарти çĕнĕ спектакльпе – савăнтарчĕç. Çакна палăртма та кăмăллă: орининсем сцена искусствине питĕ юратаççĕ, аслă ăрурисен ырă йăли-йĕркине хальхи çамрăксем малалла тăсаççĕ. Çакă, паллах, театр курма кăмăллакансене савăнтарать. Ĕçрен пушаннă хыççăн çĕнĕ спектакль курма эпĕ те кайрăм. Хам тунă йышăнушăн çак каç пĕртте шеллемелле пулмарĕ. Орининсем чăн-чăн артистсенчен нихăш енĕпе те кая мар ăста вылярĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ куракансем спектакль пăхнă май артистсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Кулăшла спектальти ĕç-пуç колхозлă ялта хальхи вăхăтра пулса иртет.
Колхоз председателĕн Багровăн тата унăн арăмĕн Василисăн ывăлĕ Николай хуларан яла таврăнать. Амăшĕ çавăншăн савăнса ывăлне хăйсем патĕнче усравра çитĕннĕ Катя хĕре пĕр тăхтаса тăмасăр качча илме ÿкĕтлет. Анчах та ывăлĕ амăшĕн кăмăлне хуçать, ялти Татьяна фельдшера юратни çинчен пĕлтерет... Спектакльти ĕçсем малалла аталанса епле вĕçленесси куракансене питех те тыткăнларĕ. Çакна чăтăмсăр тата савăк кăмăлпа кĕтсе ларчĕç курма килнисем. Спектакльти Василиса рольне Людмила Родионова питех те ăста вылярĕ, амăшĕн сăнарне пире килĕшмелле калăплама сахал мар вăй хучĕ. Алексей Воробьев – Чакак, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Аркадий Андреев – Чавка, Вадим Васильев – Багров колхоз председателĕ тата Алина Королькова Маркова ветеринар сăнарне чаплă вылярĕç. Сцена искусствине юратакансем хушшинче çамрăксем те сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Калмăк ялĕнчи Александр Игров. Вăл «Сеспель» предприятире вăй хурать пулсан та, Орининти халăх театрне репетицие çитме вăхăт тупать. Ку хутĕнче вăл Тишка рольне ĕненмелле те интереслĕ вылярĕ. Асăннă предприятире инженер-технологра ĕçлекен Алексей Юркин та Багровсен Николай ывăлĕн сăнарне пултаруллă калăпларĕ. Çавăн пекех И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн студенчĕ Алина Блинова – Багровсен усрав хĕрĕ Катя, Шупашкарти Культура институчĕн студенчĕ Надежда Семенова – Татьяна фельдшерица, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕ Екатерина Федотова Липа сăнарĕсене лайăх вылярĕç. Оринин халăх театрĕпе шкул ачисем те тачă çыхăну тытаççĕ, сцена çинчи искусствăна юратса хăйсен ăсталăхне кĕçĕн классенчех алла илеççĕ. Вĕсенчен пĕри – Çатракассинчи вăтам шкулта вĕренекен Егор Павлов. Вăл Вася рольне аван вылярĕ, сцена çине тухса хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарма тăрăшрĕ. Çавăн пек ăста та маттур яшсемпе хĕрсенче – тăван театрăн малашлăхĕ. Çапла хаклама май парать вĕсен сцена çинчи ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май. Спектакль вĕçленчĕ те артистсем сцена çине тухрĕç. Театр режиссерĕ – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Аркадий Андреев ял çыннисене спектакль пăхма йышлăн килнĕшĕн, артистсен ăсталăхне ырласа йышăннăшăн ăшшăн тав турĕ, пурнăçра ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Москассинчи Культура çурчĕн ертÿçи, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Голубева куракансем ячĕпе артистсене спектакльпе савăнтарнăшăн тав туса сăмах каларĕ. «Чăн-чăн артистсенчен те кая мар вылятăр. Ăнăçу сире, хисеплĕ артистсем!
Татах та килсе савăнтарăр, яланах кĕтетпĕр», – терĕ. Унăн ăшă сăмахĕсемпе килĕшсе куракансем те чылайччен тăвăллăн алă çупса тав турĕç артистсене.
Александр ШАРИКОВ, Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ.
Август 2026 |
