Фронта пулăшакансене тав турĕç

Категория: Общество Опубликовано: 27.03.2026, 10:25 Просмотров: 213

Шомиксем пĕрремĕш çул мар ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли хÿтлĕх сеткисем, ăшă нускисем çыхаççĕ, окоп çуртисем хатĕрлеççĕ, гуманитари пулăшăвне, вăл шутра килти пахча çимĕçе салтаксем патне ăсатаççĕ. Клубрах вĕсем шурă купăста йÿçĕтсе хатĕрлеççĕ. Ĕç ял клубĕнче те, килте те пырать шомиксен.

Фронта пулăшас ĕçсене вăтамран вырăнти 18 хĕрарăм хутшăнать, хăш чухне ытларах çын пухăнать, тепĕр чухне – сахалтарах. Вĕсем – «кĕмĕл» волонтерсем. Çак ĕçе тĕрлĕ сăлтава пула хутшăнайманнисем, вăл шутра çамрăкраххисем те, укçан е ытти майпа пулăшаççĕ. Клуб ертÿçи Валентина Алаева каланă тăрăх, волонтерсем пĕр çемьери пекех туслăн ĕçлесе пыраççĕ, пĕр-пĕрне хисеплесе канашлаççĕ, посылкăсем хатĕрленĕ чухне те хăйсен тÿпине чылай хываççĕ. Салтаксене уйăрса тăрасси çук вĕсен. «Çĕршыва, пирĕн мирлĕ пурнăçа хÿтĕлекенсем – пурте пирĕн салтаксем», – теççĕ вĕсем. Пĕр шухăшлăн тăрăшнăшăн клуб ертÿçи унта ĕçлекенсене тав тăвать. Çак ĕçсене кал-кал туса пыма вĕсене ялти активлă çынсем пулăшаççĕ.

Пассажирсене турттарассипе ĕçлекен «АвтоУспех» чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçи Валентина Петрова (сăн ÿкерчĕкре сылтăмран иккĕмĕшĕ) шомиксемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Вĕсем хатĕрленĕ пулăшăва ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем патне çитерсе парать. Гуманитарипе ăна ыттисем те чылай пулăшаççĕ, тĕслĕхрен, Çÿлтикасси чиркĕвĕ, çак ял клубĕнче çыхакансем. Шомиксем ытларах чухне посылкăсене отпуска килнĕ салтаксенчен парса яраççĕ, «Зов Чувашии» ыр кăмăллăх фондне çитереççĕ.

– Ятарлă çар операцийĕ пынă территорие эпĕ вуннăмĕш хут кайса килтĕм, манăн ĕç тăвакан директор Инна Казанцева тăхăр хутчен çитсе килчĕ. Çапла эпир пĕрле вунтăхăр хутчен салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕ çитертĕмĕр. Çар чаçĕсенче пулатпăр. Кашни салтак, командир çĕнтерÿ пуласса кĕтет, шанать. Ĕненÿ вăл пур çĕрте те кирлĕ, вăрттăнлăх мар, уйрăмах йывăр чухне Турра ытларах асăнатпăр, тархаслатпăр. Фронтра мĕн-мĕн кирлине хам куçпа кайса куратăп. Хам техникăпа ĕçленĕрен те çакна лайăх ăнланатăп. Çар чаçĕсенче калаçатпăр, мĕн кирлине ыйтатпăр. Ытларах чухне автомашина резини ыйтаççĕ салтаксем. Апат- çимĕç, медикамент тата тĕрлĕ япала чылай илсе каятпăр кашни каймассерен. Ăнланма пĕлес пулать вĕт салтаксене, тепĕр чухне курни-илтнипе те хамăн чун кÿтет. Çак кунсенче кăна пĕр çын ывăлĕ патне УАЗ автомашинăпа кайрĕ. Çав салтакăн унчченхи машини унта сирпĕннĕччĕ, халĕ вара туянса, йĕркене кĕртсе фронта ăсатрăмăр. Унта гуманитари пулăшăвĕ тиерĕмĕр, вăл шутра – апат-çимĕç, хÿтлĕх сеткисем, окоп çуртисем, тĕрлĕ япала. Гуманитари хатĕрĕсемпе каллех пире шомиксем пулăшрĕç, – терĕ Валентина Федотовна шомиксене тав туса. Март уйăхĕнче кăна унта икĕ хутчен пулчĕ Валентина Петрова, апрель уйăхĕнче те кайма палăртать. Руль умне хăй ларса тухса каять, тепĕр чухне ăна пулăшаканĕсем вăрăм çула тухаççĕ. Иртнинче Валентина Федотовна Новочеркасска çитсе килчĕ. Унта пирĕн салтаксен полкĕ тăрать, Муркаш тăрăхĕнчен те пур.

«Ку хутĕнче эпĕ госпитале каймарăм, унта пулнă хыççăн чĕрене питĕ йывăр, ăна валли çирĕп чун-чĕре кирлĕ. Еплерех куçран пăхаççĕ аманнă салтаксем. Урасăр çынна йывăр тетпĕр эпир, икĕ алли пачах та çук е тата йывăр аманнă салтаксемпе курса калаçни чун-чĕре варринех кĕрсе ларать. Кашнине мĕнпе те пулин пулăшас, кашнинпе калаçас, кашнине шанăç парас килет. Гуманитари пулăшăвĕпе пĕрре кайса курнă хыççăн тепре каймасăр чун чăтмасть. Çакна ман пек çÿрекенсем лайăх ăнланаççĕ. Салтаксене пулăшмалла, пулăшмалла татах та пулăшмалла», – терĕ вăл.

Салтаксем тата командирсем çар чаçĕ ячĕпе волонтерсене тав тăваççĕ. Шомик волонтерĕсене нумаях пулмасть Муркаш округ администрацийĕн Тав хучĕпе тата «Фронта пулăшнăшăн» медальпе чысларĕç.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6