Вĕренĕве хутшăнăр

Категория: Общество Опубликовано: 27.03.2026, 10:05 Просмотров: 202

Апрелĕн 20 – 24-мĕшĕсенче Чăваш Енте федерацин «СВОй бизнес» вĕренÿ программи пулать. Унта ятарлă çар операцине хутшăннисем тата вĕсен çемье членĕсем – харпăр хăй ĕçне пуçарас текенсем – тÿлевсĕр вĕренме пултараççĕ.

Вĕренÿ программи «Эффективлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçланать. Ăна МСП корпорацийĕ, «Единая Россия» политика партийĕ, «Опора России» тата Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви йĕркелеççĕ. Çак ĕçе çар службине 6 уйăх каярах вĕçленĕ СВО участникĕсем е çар ĕçĕн ветеранĕсем, вĕсен çемйинчи çул çитнĕ çамрăксем, мăшăрĕ, ашшĕ-амăшĕ, пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем хутшăнма пултараççĕ. Пилĕк кунлă вĕренÿре вĕсем предпринимательствăна никĕслеме вĕренеççĕ, патшалăх пулăшăвĕн мелĕсемпе паллашаççĕ, бизнес-план тума хăнăхаççĕ. Иртнĕ çул республикăра çакăн йышши программăпа 45 çын вĕренме пултарчĕ. Эсир те çак вĕренĕве хутшăнма пултаратăр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6