Кĕнекепе туслашăр

Категория: Общество Опубликовано: 27.03.2026, 10:03 Просмотров: 201

Ача-пăча тата çамрăксен кĕнекин эрнине Раççейре çулсеренех ирттереççĕ. Çак ĕçе йĕркелени – кашни библиотекăшăн паллă событи. Вăл кам вулама юратать – ачасене те, аслисене те пĕрлештерет. Нумай пĕлессишĕн тăрăшакан шкул ачисемшĕн, библиотека ĕçченĕсемшĕн, кĕнеке хайлакансемшĕн чăн уявпа танах çак эрне.

2026 çулта пĕтĕм Раççейри ача-пăча кĕнекин эрнине Раççей Халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкне халалланă. Мартăн 23-мĕшĕнче Муркашри Культура çуртĕнче тĕп библиотека системин специалисчĕсем «Книга приглашает друзей» ятпа ача-пăча тата çамрăксен кĕнекин фестивальне ирттерчĕç. Кĕнеке куравĕнче ачасене юмахри геройсем кĕтсе илчĕç. Уяв программи эпир пурте пĕлекен литература геройĕсемпе тĕл пулнипе пуçланчĕ. Кашни герой ачасем валли тĕрĕслев хатĕрленĕ. Ачасем ăна пурнăçларĕç. Раççейри ача-пăча тата çамрăксен çыравçисен пĕрлĕхĕн пайташĕпе, çыравçăпа, Чăваш Республикинчи çыравçăсен канашĕн пайташĕпе Алевтина Крючкова педагогпа тĕл пулни ачасемшĕн пысăк парне пулчĕ. Автор «Вовка – фантазер» сăвва вуласа пачĕ. Вăл Муркашри ача-пăча библиотекине «Сказка о тигренке», «Тишкина книжка» кĕнекесем парнелерĕ. Мероприятие пухăннисене Муркаш округ администрацийĕн культура пайĕн ертÿçи Любовь Рыжкова, тĕп библиотека системин ертÿçи Татьяна Васильева, ача-пăча библиотекин ертÿçи Елена Налимова саламларĕç. Библиотекăн чи лайăх вулавçисене саламлани вара уявăн кĕтнĕ саманчĕ пулчĕ. «Фантазия» тĕслĕхри хореографи ансамблĕ уява илемлетрĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6