Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2026 çул валли йышăннă республика бюджетне улшăнусем кĕртессине ырланă. Çĕнетнĕ документ регион хыснин тăкакне палăрмаллах, 137,5 млрд тенкĕ таран ÿстерме май парать.
Çак йышăну пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев комментари тунă май, регион правительстви федераци структурисемпе, «Единая Россия» партипе килĕштерсе ĕçлени, çавăн пекех республикăри предприятисем бюджет укçи-тенкин калăпăшне масштаблă ÿстерессине тÿпе хывни пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. Бюджетăн çĕнĕ проектĕнчи тĕп приоритечĕ хушшинче халăхăн çивĕч ыйтăвĕсене татса парассине пысăк тимлĕх уйăрни курăнать. Çынсен пуçарулăхĕн 1800 ытла проектне финанслама палăртнă. Çак проектсем халăхăн пурнăç пахалăхне, инфраструктурăна лайăхлатма май парĕç. Асăннă пуçарулăха пулăшасси 5 млрд тенкĕне яхăн пулмалла, иртнĕ çулхинчен 1,7 хут ÿсмелле. Пысăк пулăшăва çитес вăхăтра муркашсем те туйма пултарĕç. Кунта 300 млн тенкĕ ытлалăх 86 пуçарулăх проектне пурнăçлама палăртнă. Тĕп мероприятисем хушшинче çавăн пекех Çатракасси тата Йÿçкасси шкулĕсене юсасси те пур. Вĕсем тĕлĕшпе килĕшÿсем тунă, объектсенче капиталлă юсав ĕçĕсем пуçланнă. Унсăр пуçне Ильинка территори пайĕнчи шывпа тивĕçтермелли объектсен строительстви валли 55 млн тенкĕ хушма укçа уйăраççĕ. Çапла вара патшалăх пулăшăвĕпе Муркаш округĕ татах та илемлĕрех пулĕ.
Август 2026 |
