Культура çынна илем кÿрет

Категория: Общество Опубликовано: 27.03.2026, 09:57 Просмотров: 217

Эпĕ Муркаш округĕн çыннин куçĕпе пăхатăп та – юлашки çулсенче культура сферинчи пур учрежденире те ырă улшăну курăнать. Ку пачах та пысăклатса калани мар. Артистсен ăсталăхĕ те куракана ытларах илĕртме тытăнчĕ, учрежденисен сăн-сăпачĕ те çĕнелсе улшăнчĕ. Библиотекăсем тата вĕсем паракан пулăшу шайĕ, пахалăхĕ палăрмаллах çĕнелчĕ. Çакă, паллах, культура сферине ертсе пыракан Любовь Рыжкова ăсталăхĕнчен, округ тĕрлĕ программăна хутшăнса патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕ усă курнинчен чылай килет.

Культура ĕçченĕн кунĕ умĕн эпĕ Любовь Рыжковăна калаçăва чĕнтĕм:

– Юлашки çулсенче культура пĕлтерĕшĕ тĕпрен улшăнчĕ, общество ăна халĕ урăхларах йышăнать. Культура сферине социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп ресурсĕсенчен пĕрин шайĕнче йышăннипе унăн пĕлтерĕшĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Патшалăх политики культура сферине аталантарассипе, культура еткерлĕхне упраса хăварассипе, культура услугин ассортименчĕпе пахалăхне ÿстерессипе тÿрремĕнех çыхăннă. Муркаш муниципалитет округĕнче çынсен культура тĕлĕшĕнчи ыйтăвне 44 культурăпа кану учрежденийĕ, 31 библиотека тата 3 музей тивĕçтерет. Пирĕн пурнăçа «Культура» наци проекчĕ пысăк улшăну кĕртрĕ. Эпир 2020, 2023 çулсенче тĕслĕх 2 библиотека уçма пултартăмăр. Вĕсем ачасем кăна мар, пур ÿсĕмри вулавçă кăмăллакан вырăнсем пулса тăчĕç. Çак библиотекăсене çÿрекенсен йышĕ 1,5 хут ÿсрĕ. Кăçал çавăн йышши виççĕмĕш библиотека уçăлмалла пирĕн. 2021 çулта Ярапайкассинче 150 çын вырнаçмалăх Культура çурчĕ хута ятăмăр. Пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса 2023 çулта Рыккакасси ялĕнче 49 çын вырнаçмалăх пĕрремĕш модульлĕ клуб туса лартма пултартăмăр. Иртнĕ çул виçĕ клуб хăйĕн алăкĕсене уçрĕ: Çатракассинче, Шатракассинче тата Мăн Шашкарта. Çак программа шайĕнче халĕ пирĕн тăватă клуб. Вĕсене пурне те кирлĕ оборудованипе, сĕтел-пуканпа, музыка инструменчĕсемпе тивĕçтернĕ, пур клубăн та ертÿçĕ пур. Çак клубсенче ансамбльсем ĕçлеççĕ, вĕсем республика конкурсĕсене хутшăнса пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ.

«Культура аталанăвĕ» патшалăх программи шайĕнче 2020 – 2025 çулсенче 16 учрежденире юсав ирттертĕмĕр, 6-че – капиталлă юсав. Муниципалитетăн 20 культура учрежденине модернизациленĕ, вăл шутра 6-не – вырăнти бюджетпа усă курса. Округ бюджетĕнчен культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетме çулсерен 6 – 9 млн тенкĕ уйăраççĕ. Юлашки 5 çулта 15 учреждени сасă оборудованине, компьютер паркне, проекторсемпе экрансене çĕнетрĕ. 15 учреждени музыка инструменчĕсене туянчĕ, вăл шутра – Роланд электронлă баян. 23 коллектив сцена тумне çĕнетрĕ. Çак çĕнĕлĕхсем мероприятисене илемлĕ те хавхалануллă ирттерме, мероприятисене хутшăнакансен йышне ÿстерме май пачĕç. Стационарлă клубсем çук ялсенчи çынсене тивĕçтерме 2024 çулта пирĕн округ валли автоклуб уйăрса пачĕç. Пĕрремĕш çул автоклуб ялсене 21 хутчен тухрĕ. 2025 çулта вара концертсемпе 61 яла çитрĕмĕр. Республикăра пирĕн автоклуб – чи лайăххи. Автоклуб ял çынни валли питех те вырăнлă парне пулчĕ. Çакăншăн Чăваш Ен правительствине тав тăватăп. Эрнекунсерен иртнĕ çул ăшă вăхăтсенче Муркашра «Пултарулăх эрнекунĕ» проект пурнăçланчĕ. Кашни эрнекун пĕршер ансамбль округăн тĕп сцени çине тухрĕ. Пире ĕçре художество пултарулăх ушкăнĕсен «Чечеклен, Муркаш ен!» конкурс фестивалĕ хавхалантарса пырать. Муркаш тăрăхĕнче ăна 1952 çултанпа çулсерен йĕркелеççĕ. Ăсталăх конкурсне ирттерессине пачах та чарман, коронавирус вăхăтĕнче ăна онлайн мелпе ирттертĕмĕр. Ĕçĕн çак мелĕ художество пултарулăх ушкăнĕсене, илемлĕх ертÿçисене пысăк ăсталăхра пулма хистет тата кăсăклă, пахалăхлă программа хатĕрлеме хавхалантарать. Унта хутшăнакансен йышĕ те ÿссе пырать. Вĕсен пурин те ăсталăх шайĕ пысăк, куракан умне пахалăхлă концерт программи кăлараççĕ. 15 ансамбльпе театр – «халăх» ятне тивĕçнисем. Çак конкурс-фестиваль вăхăтĕнче çĕнĕ коллективсем, çĕнĕ ятсем çурални савăнтарать. Иртнĕ çул Ярославкăри Культура çуртĕнче «Самана» вокалпа инструмент ансамблĕ йĕркеленчĕ. Кăçал вара Çатракасси клубĕнче – «Çăлвар», Мăн Шашкар клубĕнче – «Шашкар», Хорнуй клубĕнче «Хорнай» ансамбльсем сцена çине тухрĕç. Ялти пурнăç малаллах аталанать, вăл çулсерен лайăхрах та кăсăклăрах пулса пырать. Ку вара эпир тĕрĕс çулпа пынине çирĕплетет. Çÿлерех асăннă ĕçсем çынсене кирлине курса тăратпăр. Эпир округăн хисеплĕ çыннисемшĕн тăрăшатпăр. «Пушкин картти» пирки те чарăнса тăрасшăн. Çак программа пулăшăвĕпе пирĕн ачасем çулталăк тăршшĕнче чылай концерт-спектакль курма пултараççĕ. Пирĕн пата патшалăх концерт организацийĕсемпе театрсенчен тăтăшах килеççĕ. Муркаш учрежденийĕсем те çак программăна активлă хутшăнаççĕ. 2024 çулта «Пушкин картти» программа шайĕнче 252 мероприяти иртрĕ, унта 3700 ача хутшăнма пултарчĕ, 2025 çулта – 264 мероприяти 3890 ача хутшăннипе. Уйрăмах краеведени енлĕ тата патриот концерчĕсем анлăн иртеççĕ. Эпир хамăр ума нумай задача лартатпăр, çапах та вăл шутра Муркашра 350 вырăнлă Культура çурчĕ туса лартасси, Тури чăвашсен музейĕнче капиталлă юсав ирттересси тĕпре тăрать. Чылай проект Чăваш Республикин 2025 – 2030 çулсем валли социаллă пурнăçпа комплекслă программине кĕме пултарчĕ. Округри пур культура ĕçченĕ ячĕпе тата хам ятран республика ертÿлĕхне, Культура министерствине пире пулăшса тата ăнланса ĕçлесе пынăшăн тав тăватăп. Унсăрăн пирĕн кулленхи ĕçе çапла шайра туса пыма, ума лартнă задачăсене пурнăçлама чăн та йывăр пулĕччĕ пире.

Уйрăм тав сăмахĕ – округ ертÿлĕхне. Эпир сирĕн пулăшăва та тăтăшах туйса тăратпăр, малашне те ăнăçлă килĕштерсе ĕçлесе пырасса шанатпăр. Муниципалитет шайĕнчи культура учрежденийĕсен ертÿçисем те хастар, вĕсем хăйсен ĕçне тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пыраççĕ.

Пире умра асра юлмалли илемлĕ ăсталăх ĕçĕсемпе мероприятисем кĕтессе шансах тăратăп. Хисеплĕ ĕçтешсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем. Пирĕн професси уявĕпе – Культура ĕçченĕн кунĕ ячĕпе – эпĕ пур кăмăлтан ăшă туйăмпа саламлатăп. Эсир – ăсталăхлă, пурнăçа юратакан тата ĕçчен çынсем, хăвăра культура ĕçне халалланă, культура сферине хăвăр шăпа туса хунă. Округра пурăнакансем валли чылай мероприяти, концертсемпе спектакльсем, конкурссемпе фестивальсем ирттеретĕр. Малашне те çынсене ырăлăхпа ăшăлăх, савăнăç парнелĕр. Сире ăсталăх хавхалантарăвĕпе пысăк çитĕнÿсем сунатăп. Çавăн пекех, паллах, пирĕн пĕрлехи уявпа художество пултарулăхĕн ушкăнĕсене хутшăнакансене, театр коллективĕсене, хисеплĕ вулавçăсемпе куракансене саламлатăп.

Пурне те çирĕп сывлăх, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, мирлĕ пурнăçпа ăнăçлăх сунатăп, юрату тата ырăлăх пултăр.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6