Йуҫкассинчи Культура ҫуртӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас тӗллевпе ыр кӑмӑллӑх концерчӗ пулчӗ.
Муркаш муниципалитет округӗн депутатсен Пухӑвӗн председателӗ тата «Единая Россия» фракци ертӳҫи Александр Давыдов ҫапла каларӗ: «Пулӑшу пирки калаҫни кӑна мар, вӑл чӑн пултӑр тесе мӗн кирлине пӗтӗмпех туни пӗлтерӗшлӗ. Шӑпах ҫакӑн валли йӗркелерӗмӗр эпир ҫак каҫа». Сцена ҫинче пултаруллӑ артистсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Алексей Шадриков, Даня Ленский, Венера Смирнова тата Ирина Шинжаева юрларӗҫ. Вӗсен пултарулӑхӗ зала пӗрлештерчӗ, кунта ларакансене пурне те хавхалантарчӗ. Билет туяннисене пурне те уйрӑмах тав. Эсир ыр кӑмӑллӑ пулнипе пухăннă укҫа-тенкĕне Муркаш округӗнчи волонтер ушкӑнӗсене ярса панӑ, вӗсем пирӗн салтаксене куллен пулӑшаҫҫӗ. Ҫак пулӑшу адресатсем патне ҫитессе, пирӗн пӗрлехи ҫӗнтерӗве пысӑк тӳпе хывасса шанатпӑр эпир. Дмитрий Смирнова тата Муркаш муниципалитет округӗн культура пайне чун-чӗререн тав тăваççĕ йĕркелекенсем.
Август 2026 |
