Ҫӗнӗ поликлиника тунине тӗрӗслерӗ

Категория: Общество Опубликовано: 27.03.2026, 09:07 Просмотров: 205

Муркаш муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Александр Иванов Муркаш ялӗнче ҫӗнӗ поликлиника тӑвас ӗҫ мӗнле пынине тӗрӗслерӗ.

Аса илтеретпӗр, ҫӗнӗ медицина учрежденийӗ сменӑра 150 пациента пӑхса тӑма палӑртнӑ. Объекта «Нумая тӑсӑлакан тата хастар пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. «ГлавИнвестСтрой» ООО прорабӗ Дмитрий Россейкин пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе ҫурта электрификацилесси тата Интернет сечӗпе ҫыхӑнтарасси юлнӑ. Александр Иванов палӑртнӑ мероприятисене вӑхӑтра пурнӑҫлассипе сӗнӳ пачӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6