Ĕнер Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов республика парламентĕнче иртнĕ çул ĕçленин пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ.
Премьер-министр палăртнă тăрăх, пĕтĕм ĕçе РФ Президенчĕ тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ лартнă задачăсене пурнăçлас енĕпе йĕркеленĕ. СВО-на хутшăнакансене пулăшассине мала хунă. Çак тĕллевпе 10,7 млрд тенкĕ тăкакланă. Агропромышленноç комплексне аталантарма 9,2 млрд тенкĕ хывнă. Пĕтĕмпе 570 км çул-йĕр юсанă. Пуçарулăх бюджечĕн «Ниме» проекчĕпе кăçал ялсенче 1553 проект 4 млрд тенкĕлĕх пурнăçлаççĕ. Тавралăха упрассипе те республика аван ĕçлет. Кăçал, сăмахран, Муркаш округĕнче çÿп-çап сортлакан комплекс ĕçе кĕртеççĕ. Сывлăх сыхлавне валли пĕлтĕр 37 млрд тенкĕ уйăрнă. Кăçал, сăмахран, Муркашра çĕнĕ поликлиника хута яраççĕ. Правительство пуçлăхĕ отчетра ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те хускатрĕ.
Август 2026 |
